Хулара
![]() Паян Шупашкарта пӗр вӑхӑтра тенӗ пек тӗрлӗ вырӑнта икӗ хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. Паян 16 сехет те 40 минутра Граждан урамӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче икӗ хӗрача юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Вӗсенчен пӗри, шкулта вӗренекен 10-ри хӗрача, «Лада Калина» машина айне лекнӗ. Тепӗр 15 минутран, 17 сехет те 5 минутра, Энгельс урамӗнче ҫакнашкалах пӑтӑрмах пулнӑ. Унта та «Лада Калина» машина хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. 5-мӗш класра вӗренекен хӗрача «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ чухне пулнӑ ку. Халӗ машина урапи айне лекнӗ икӗ хӗрача пульницӑра, вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкара ӗнер Франци турисчӗ килнӗ. Хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑна Туризмпа информаци центрӗнче пулнӑ. Тери Дулубелмои Раҫҫее темиҫе ҫул ӗнтӗ килнине пӗлтернӗ. Унччен вӑл Якут Республикинче, Чукоткӑра, Урал, Кавказ, Ҫӗпӗр тата Камчатка тӑрӑхӗсенче пулнӑ. Кӑҫал вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласемпе паллашасшӑн. Хрантус турисчӗ халӑхсен этнографийӗпе кӑсӑкланать. «Шупашкар – питӗ таса тата хитре хула. Паян эп сӑра музейӗнче пуҫласа пултӑм. Мана унти экспозицисем питӗ килӗшрӗҫ», – тенӗ Тери. Шупашкарта вӑл икӗ кун пулӗ. Ҫав вӑхӑтра Чӑваш наци музейне, Трактор музейне, Чӑваш тӗррин музейне, «Амазони» этнокомплекса, Шупашкарӑн Мускав ҫыранне ҫитсе курма тата илемлӗ ытти вырӑна ҫитме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Елена Еньккан «Алфавит вӑййисем» кӗнеки чӗлхене аталантарма пулӑшать. Ҫакӑн пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет. Елена Еньккан «Алфавит вӑййисем» ҫӗнӗ кӗнеки икӗ чӗлхе – вырӑс тата чӑваш – пӗлӗвне аталантарма пулӑшать. Кӑларӑм нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Ӑна «Эпир – билингвӑсем» серипе хатӗрленӗ. Чӑваш Республикинче икӗ патшалӑх чӗлхи пулнӑ май чылайӑшне халӗ билингвсем тесе хӑюллӑнах калама пулать тесе палӑртать кӗнеке издательствин ӗҫченӗ. «Алфавит вӑййисем» кӑларӑм икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайӗнче – вун ултӑ тӗрлӗ ӳкерчӗк. Ачасен кашни ӳкерчӗкпе усӑ курса автор палӑртнӑ ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫламалла. Кӗнекен иккӗмӗш пайне «Чӗрчунсен алфавичӗ» ят панӑ. Кунта вара ӳкерчӗксене пӑхса клеткӑсене вӑл е ку чӗрчун ятне чӑвашла, вырӑсла ҫырмалла. |
Культура
![]() «Асран кайми Элкер сӑнарӗ» литература фестиваль саманчӗ Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Семен Васильевич Элкерӗн тӑван ялӗнче Пысӑк Упакассинче «Асран кайми Элкер сӑнарӗ» литература фестивалӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑн пирки Шупашкарти паллӑ вӗрентекенсенчен пӗри Геронтий Никифоров хыпарланине Фейсбукра асӑрхарӑмӑр. Ҫав хыпарпа паллашнӑ май пултаруллӑ ҫыравҫӑ тата журналист Николай Максимов хӑйӗн шухӑшне палӑртса комментари ҫырнӑ. «Йӗпреҫ район хаҫачӗ ҫумӗнчи литпӗрлешӗве Элкер ҫав тери нумай пулӑшнӑ. Ун чухне литпӗрлешӗве ҫӳренӗ ҫынсенчен виҫҫӗшӗ пурӑнаҫҫӗ-ха: Н. Теветкел, Гаврил Луҫ поэтсем, Н. Максимов прозаик. Юрать, Максимова унашкал мероприятисене хутшӑнтарма юрамасть тейӗпӗр. Анчах Теветкелпе Луҫ, чӗннӗ пулсан, пыратчӗҫех. Ман шутпа, вӗсем Элкерпа сыхӑнман такам-тӗкемсенчен кӑсӑкларах япаласем каласа кӑтартатчӗҫ», — тенӗ калем ӑсти. Сӑмах май, шел те, Гаврил Луҫ кӑҫалхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен. Ҫавна Геннадий Кириллов уҫӑмлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 21 сехет те 35 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑмпа ачана машина ҫапса хӑварнӑ. Хайхискерсем Совет урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ачаллӑ хӗрарӑма «Фольксваген Поло» ҫапса хӑварнӑ. Водитель вара авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Ӑна тепӗр 2 сехетрен тупнӑ, анчах вӑл, 28 ҫулти арҫын, медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача, телее, суранланман. Хӗрарӑм вара урине хуҫнӑ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре 11 авари пулнӑ. Ҫул-йӗр ҫинч инкекре 1 ҫын вилнӗ, 14-ӑн суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре роминг пулмӗ. Постановление, «Ҫыхӑну пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗскер, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Чӑннипе, роуминга пӗтересси пирки пӗлтӗр раштав уйӑхӗнчех сайтра пӗлтернӗччӗ, халӗ тепӗр хутчен аса илтерер. Ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен абонентсен ытти региона шӑнкӑравланӑшӑн укҫа ытларах тӳлеме тивмӗ – пур ҫӗрте те пӗр тариф пулӗ. Ҫавӑн пекех Крымра пурӑнакансем вӗсем патне шӑнкӑравланӑшӑн укҫа тӳлемӗҫ. Аса илтерер: роуминга пӗтересси пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче саккун алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне Олег Ладыкова ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӑн ывӑлӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе судра пӑхса тухнӑ. Унта Олег Ладыковпа тата унӑн пӗлӗшӗпе Никита Шумиловпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкернӗ. Вӗсем тантӑшӗсене хӗненӗ. Олег Ладыков вара пӑтӑрмах вырӑнне пырса ҫитнӗ пакунли ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Пуҫтахланни ырӑ япала марри каламасӑрах паллӑ. Анчах ҫамрӑксем ҫапӑҫаҫҫӗ, мирлешеҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те шар курнисем каҫарнӑ иккен. Айӑплисем вӗсене укҫан та саплаштарнӑ. Апла пулин те прокурор Алексей Ладыков ывӑлне 2,5 ҫуллӑха колони-поселение ӑсатма ыйтнӑ. Олег Ладыков пӗлӗшне 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Сити-менеджер ывӑлӗпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва суд паян ҫеҫ вуланӑ. Политикӑн ывӑлне ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Олег Ладыковӑн эрех сутакан кафе-ресторана кайма юрамӗ. Ларура Алексей Ладыков сити-менеджер та пулнӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ирина Трифонова Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн редакторӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ Константин Малышев текех унта ӗҫлемест. Юлашки ҫулсенче «ТАТМЕДИА» акционерсен обществин тытӑмӗнче пулнӑ кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫултанпа редакторта тимленӗ ҫын урӑх ҫӗре куҫнӑ. «Сувар» хаҫатри улшӑну ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен пулса иртнӗ. Редактор тивӗҫӗсене халӗ Ирина Трифонова пурнӑҫлать. Тутарстанри чӑвашсен пичет кӑларӑмӗнче вӑл та чылайранпа, тата тӗрӗсрех каласан, 1997 ҫултанпа, тӑрӑшать. Ирина Трифонова — Тутарстан чӑвашӗ. Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче 1977 ҫулта ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ, вӑл Раҫҫейри халӑхсен хушшинчи туризм академийӗнче те ӑс пухнӑ. «Сувар» хаҫата ытти тӑрӑхра юратса вулаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсем пуҫланнӑ. Паян 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем географипе тата вырӑс литературипе экзамен тытнӑ. Пӗр вӗренекене аудиторирен кӑларса янӑ. Географие – 142, вырӑс литературине 251 ҫын тытнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен штатлӑ режимра иртнӗ. Ҫапах йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пулнӑ: шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн пӗр ҫынна, вырӑс литературипе экзамен тытаканскере, аудиторирен кӑларса янӑ. Палӑртмалла: аудиторисенче онлайн мелпе сӑнав пырать. Экзаменсем утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хулинче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискере коллекторсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ-мӗн. Хӗрарӑм микрозаймсем илнӗ, анчах укҫана вӑхӑтра тӳлесе пырайман. Парӑм пухӑнсан ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Агентство ӗҫченӗсем парӑма тавӑрмалли пирки каланӑ, хӑратма, киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмен. Ҫитменнине, хӗрарӑмӑн тӑванӗсене те тапӑннӑ. Коллекторсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене судра явап тыттарнӑ. «Парӑмсене пӗтерекен агенство» тӗлӗшпе приговор вуланӑ, 250 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |