Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.0 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫынна ҫапса кайнӑ водителе тытса чарнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 24.03.2020 20:01 | 253 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче Росгварди ӗҫченӗсем ҫынна ҫапса кайнӑ водителе тытса чарнӑ.

Усал хыпар пирки вӗсене, патруле тухнӑскерсене, шӑнкӑравласа систернӗ. Водитель Шупашкарти Кадыков урамӗнче ҫынна ҫапса хӑварнӑ, инкек вырӑнӗнчен хӑй тапса сикнӗ. Ҫапларах пӗлтернӗ вӗсене.

Росгвардин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Перехват» (чӑв. Тытса чарни) план палӑртса хунӑ. Ҫакӑ пуҫтах водителе шыраса тупма тата ӑна тытса чарма кирлӗ пулнӑ.

Ведомствӑн мар хурал пайӗн ӗҫченӗсем машинӑна кӗҫех Федоров академик урамӗнче асӑрхаҫҫӗ.

Водителе тытса чарса ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсене пӗлтернӗ. Ҫул ҫинчи инкеке лексе вырӑнтан тарнӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха яваплисем тӗпчеҫҫӗ, вӗсемех тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.

#машинӑсем, #ҫул-йӗр, #Шупашкар, #инкексем, #Росгварди, #водительсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Прокуратура ҫул-йӗр инспекторӗсен ӗҫне хак парӗ
2019, 07, 26
Ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ
2019, 08, 14
Автобусри пассажир аманнӑ
2019, 11, 21
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳсӗр водителе тытса чарнӑ
2019, 12, 23
Тӑватӑ пассажир аманнӑ
2020, 01, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org