Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкар районӗнче тӑватӑ пассажир аманнӑ. Ҫул ҫинчи инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра пулнӑ. Аварие виҫӗ машина лекнӗ. Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Муркаш-Шупашкар» маршрутка Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнче ҫынсене каҫмалли вырӑнта чарӑннӑ. Ун ҫине «Скания» грузовик пырса кӗнӗ. Светофор патӗнче ларакан «Ауди» автомашина водителӗ пысӑк машина пырса кӗнине тӗкӗр ҫинче асӑрхасан ҫул айккине пӑрӑнма хӑтланнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Машинӑсем пурте лапчӑннӑ. Маршруткӑри 12 пассажиртан тӑваттӑшӗ, ҫав шутра 16-ри хӗрача та пулнӑ, аманнӑ. Инкек вырӑнне ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авари сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |