Республикӑра
![]() Чупай ялӗнче ҫулла Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ ҫынна полномочисӗр хӑварма йышӑннӑ. Халӑх тарҫине депутат удостоверенийӗсӗр хӑварма прокуратура хистенӗ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чупай ял тӑрӑхӗн депутачӗсенчен пӗрне суд РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа-тенкӗ тӑкакланине пӗлтерет. Кунсӑр пуҫне ҫав ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарнӑ. Судпа айӑпланнӑ ҫын депутат пулаймасть, унӑн полномичийӗ вӑхӑт ҫитичченех тухать тесе прокуратура асӑрхаттарнине Чурпай ял тӑрӑхенчи Депутатсен пухӑвӗ ӑша хывнӑ. Ӗҫре пӗр сӗтел хушшинче вырӑнти ыйтусене татса панӑ ҫынна депутат тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче музыка ертӳҫи тата дирижер-постановщик пулса ӗҫлекен Сергей Кисс ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Фейсбукра ҫурҫӗр иртсен ҫырса хунӑ. «Манӑҫми икӗ ҫул хыҫӑ юлчӗ! Манӑн хаклӑскерсем! Сире пуриншӗн те тав тӑватӑп: пӗрле ӗҫленӗшӗн, шаннӑшӑн, чи кирли — коллектива хама пулӑшса пынӑшӑн. Унпа эпӗ мӑнаҫланатӑп, ертӳҫӗне юратни тата хисеплени паян сайра тӗл пулать. Мана эсир ҫитмӗр. Эпӗ сире хӑнӑхса кайрӑм. Эсир – манӑн юратнӑ коллектив! Анчах уйрӑлма вӑхӑт ҫитрӗ…», — тенӗ вӑл. Сергей Кисс — Мордва Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Унпа, сӑмах май каласан, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра интервью пичетленнӗччӗ. Унта Кисс ӗҫрен каяссине асӑнманччӗ. Фейсбукри унӑн тусӗсем вӑл ӑҫта каяссипе кӑсӑкланнӑ та, Сергей Кисс шухӑшланине пӗлтернӗ. Театрӑн структуринче, паянхи кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлне илсен, Сергей Кисс хушамачӗ пурччӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче пуш уйӑхӗн 24-мӗш каҫхине пысӑк инкек пулнӑ. Вутра икӗ арҫн ҫунса кайнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пӗр хутлӑ йывӑс пӳртре алхаснӑ. Пӳрт юрӑхсӑра тухнӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн унтан 56-ри кил хуҫипе 54-ри тепӗр арҫынна (вӑл — Прашкушкӑнь ялӗнченех) тупнӑ. Тӗрӗсрех, ҫунса кайнӑскерсене асӑрханӑ. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе вилнӗ. Пӳртре буржуйка-кӑмака пулнӑ. Ҫулӑм ҫавӑнтан тухма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Ҫапах та ку инкек сӑлтавне тӗрӗс палӑртма РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпчев пуҫарнӑ. Ӗҫе тишкерсе-тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ май хула администрацийӗ ҫӗнӗ проект пуҫарма шутланӑ. Вӑл «Нимеҫӗ-экскурсоводсем» ятлӑ. Проекта хутшӑнакан экскурсоводсен мӗн тумалла-ха? Шупашкар ҫыннисемпе тата хӑнисемпе экскурсисем ирттермелле. Нимеҫӗсен 16 ҫултан аслӑрах пулмалла. Экскурсовод ӗҫне вӗренме хатӗр нимеҫӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен пухаҫҫӗ. Собеседовани акан 5-мӗшӗнче иртӗ, вӗренӳ акан 8-мӗшӗнче пуҫланӗ. Лекцисене каҫхине ҫӳремелле пулӗ. Ку – тӳлевсӗрех. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8(8352) 23-50-48. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Нумаях пулмасть Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специалисчӗсем Шупашкарти Хевеш пасарӗнче тӗрӗслевпе пулнӑ. Ун чухне вӗсем 22 килограмм ытла сыр арестленӗ. Пӗр партийӗ срокран тухнӑ пулнӑ, ӑна вара ҫаплипех сутнӑ. Тепӗр партийӗн документсем пулман. Беларуҫра туса кӑларнӑ «Аскамил» ятлӑ сыра срокран тухнинех сутнӑ. 2018 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче кӑларнӑскерӗн срокӗ кӑҫалхи нарӑсӑн 4-мӗшӗччен пулнӑ. Пӗтӗмпе ҫакнашкал 7,358 килограмм сыр сутма хӑтланнӑ. Тепӗр йышши сыра вара мӗнрен тунине, срокне, мӗнле упрамаллине кӑтартман этикеткӑсӑрах сутнӑ. Сутуҫӑн ӑна туяннӑ чухнехи накладной та, пахалӑхне ӗнентерекен документ та пулман. Ҫавнашкал 14,887 килограмм сыр тупнӑ. Ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян пирӗн республикӑра кӗтмен-туман ҫӗртен асар-писер ҫил-тӑман алхасать. Ҫавна пула «Атӑл» М-7 автоҫулӑн пӗр пайне, Ҫӗрпӳрен Тутарстан еннелле каяканнине, вӑхӑтлӑха хуплама тивнӗ. Кун пирки ҫул-йӗр инспекторӗсем хайсен Инстаграмри аккаунтӗнче кӑнтӑрла ҫитиччен хыпарланӑччӗ. Сӑмах май каласан, федераци трасси ҫинче паян ирех авари пулнӑ. Куславкка район территориийӗнче фурӑпа бензовоз ҫапӑннӑ. Топливо юхса тухман. Водительсене вара тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫула хуплани пирки каларӑмӑр та, кӑнтӑрла иртни икӗ сехет ҫитеспе ӑна уҫнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Росавтодоруа пӑхӑнса тӑракан «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Унта М-7 федераци трасси ҫинчи 679 километрӗнчен пуҫласа 730 километр таранчченхи лаптӑка уҫнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти тӗп пасар умӗнче сӗт-ҫу, килтен кӳрсе килнӗ ытти ҫимӗҫе сутакан ватӑсемпе тахҫанах кӗрешеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсене сутма чарас тесе тӳре-шара каллех рейда тухнӑ. Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн ӗҫченӗсем участковӑйпе пӗрле Ильбеков урамӗнчи 7\2-мӗш, Ленин проспектӗнчи 26-мӗш «а», Гагарин урамӗнчи 3-мӗш ҫуртсен ҫывӑхне ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех «Тӗп пасар» чарӑнӑва, Эгер бульварне, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектне ҫаврӑнса тухнӑ. Пушӑн 1-22-мӗшӗсенче административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 24 протокол ҫырнӑ. Тӳре-шара ялтан сутма килекен кинемейсемпе мучисене, ыттисене ҫапла асӑрхаттарать: суту-илӳ тумашкӑн хулара ятарлӑ вырӑнсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян пирӗн республикӑра асар-писер ҫил-тӑман алхаснӑран Шупашкарти аэропортри самолетсем те вӑхӑтра вӗҫеймен. Аэропортӑн Инстаграмри аккаунтӗнче рейссем тытӑнса тӑрассине кӑнтӑрлачченех пӗлтернӗ-ха. Ҫав хыпара вулакансенсен пӗри Мускавран килекен самолетӑн Чулхулара анса ларма тивнине пӗлтернӗ. «Халӗ Шупашкара килетпӗр», — тенӗ вӑл. Паллах, самолетпа мар. Ирхи 9 сехет те 20 минутра Мускаври Шереметьево аэропорта вӗҫсе каймалли самолет, тӗслӗхрен, халӗ те хускалайман. Шупашкарти аэропортран рейс 16 сехетсӗр те каяймассине, анчах ун чух та шанчӑклӑ пулассине татса калайман. Мӗн тӑвӑн, васкакансен васкамалла пулӗ те, анчах васкакан вакка сикет тесе каланине те асра тытма тивет. Ҫутҫанталӑкӑн хайӗн саккунӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Чулхулара Шупашкарти таксистсене хӗстерни пирки малтан хыпарланӑччӗ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче икӗ регионти таксистсем каллех пӗр чӗлхе тупайманни пирки, ҫапӑҫни ҫинчен ҫырнӑ. Пушӑн 23-мӗшӗнче Чулхулара таксистсем ҫапӑҫнӑ. Унта пирӗн регионтисем те хутшӑннӑ. Малтанах вӗсем пухӑнса калаҫма ҫеҫ палӑртнӑ, анчах ку хирӗҫӗве куҫнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу та чӗнме тивнӗ. Вырӑнти таксистсен шухӑшӗпе, Чӑваш Енрен, Мӑкшӑ Республикинчен тата ытти регионтан вӗсем патне ӗҫлеме килекен водительсем тарифсене пӗчӗклетеҫҫӗ, пӗтӗм саккаса илеҫҫӗ, ҫавна май «час пикре» коэффицент пысӑкланмасть. Чӑваш Енри такситсем вара кунпа килӗшмеҫҫӗ. «Чылайӑшӗ чӑвашсем клиентсене туртса илнӗшӗн ҫапӑҫаҫҫӗ тесе шутлать. Ку ун пек мар!!! Клиентсем пурин валли те ҫитеҫҫӗ. Пӗлтерӗшӗ – клиентсене мӗнле тивӗҫтернинче. Ку тытӑмра тахҫанах йӗрке тумалла!» - ҫырнӑ Алексей халӑх тетелӗнче. Пост патне ҫырнӑ комментарисене тишкерсен ҫакӑ паллӑ: Чулхулари клиентсем конкуренци пурришӗн, таксистсем пур саккаса та илнишӗн, хак пӗчӗкленнишӗн кӑмӑллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Ҫав самантра салонра 19 ача пулнӑ. Юрать, ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пур пассажир та хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, аварире никам та аманман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, светофор умӗнче шкул автобусӗн 56 ҫулти водителӗ тимлӗхне ҫухатнӑ та малта пыракан «Шкодӑна» пырса тӑрӑннӑ. Икӗ транспорт та кӑштах сиенленнӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем авари пирки хут ҫине ҫырнӑ хыҫҫӑн автобус малалла кайнӑ. Вӑл Йӗпреҫ поселокӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |