Культура
![]() "СССРта туса кӑларнӑ музей. tripadvisor.ru сайтри сӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Михаил Григорьевич Сорокин Шупашкарти «СССРта туса кӑларнӑ» музей комплексне автомобиль парнеленӗ. 120 пин ҫухрӑм чупнӑ машина - 1974 ҫулта кӑларнӑскер. Ҫак ретро-машинӑпа Сорокинсен виҫӗ йӑхӗ ҫӳренӗ. «Тимӗр урхамах» халӗ те чупать. Халӗ вӑл ав музейре вырӑн тупнӑ. «Москвич 412» автомобиль музейре Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсен канашӗ пулӑшнипе тупӑннӑ. Вӗсем кунта килсе курчӗҫ, вӗсене килӗшрӗ. Анчах музей умне пысӑках мар палӑк лартма сӗнчӗҫ. Тӗслӗхрен, Совет Союзӗнче туса кӑларнӑ автомобиле. Эпир шырарӑмӑр та хӑвӑрт тупрӑмӑр», - ҫапла каласа кӑтартнӑ «СССРта туса кӑларнӑ» музей комплексӗн ертӳҫи Николай Адёр «Чӑваш Ен» ПТРК корреспондентне. Машинӑна пӗр кунра Муркаш районӗнчен илсе килнӗ, сӑрланӑ. Михаил Сорокин вара музейпе паллашнӑ. Унта Совет Союзӗнче туса кӑларнӑ 5 пин ытла япала вырӑн тупнӑ. Ретро-автомобиль вара – чи пысӑккисенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер Чӑваш Енре шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Кунашкалли тахҫантанпах пулманччӗ. Малашне ҫанталӑк мӗнпе тӗлӗнтерӗ-ха? Ҫитес кунсенче ҫумӑр ҫукалӗ. Шӑматкун кӑнтӑрла ҫумӑр пулӗ, кӑштах сивӗтӗ: 18-23 градус. Вырсарникун ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ, сывлӑш температури 24-29 градус ӑшӑнӗ. Тунтикун кӑштах сивӗтӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ытларикунран тинех ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче 25-30 градус шӑрӑх тӑрӗ, тӳлек ҫил вӗрӗ. Ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче кӑштах сивӗтме пултарӗ: 20-25 градус ҫеҫ пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() lipetsk.kp.ru сайтри сӑн Паян кӑнтӑрлаччен республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Шупашкарта ҫумӑр самаях тӑкнӑ, урамсенче шыв юхнӑ, транспорт чӑрмавлӑ ҫӳренӗ. Ку кӑна мар, нумай хваттерлӗ темиҫе ҫурта аҫа ҫапнӑ. Кун пирки «Про Город» редакцие халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ. 12 сехет тӗлнелле Кадыков урамӗнчи тата Максим Горький проспектӗнчи икӗ ҫурта аҫа ҫапнӑ. Иккӗшӗ ҫинче те аҫа ҫапасран сыхланмалли хатӗр пур, анчах ку та пулӑшман. Ахӑртнех, заземлени япӑх пулнӑ. Аҫа ҫапнӑ хыҫҫӑн домофонсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Специалистсем ку пӑтӑрмаха сирес енӗпе ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Дамир Юсупов. ТАСС сайтӗнчи сӑн Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Крыма вӗҫме тухнӑ Airbus A321 куккурус уйне анса ларнӑ. Летчиксем 200 ытла пассажирӑн пурнӑҫне ҫӑлни пирки тӗнчипех калаҫнӑ. «Раҫҫей хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, «Жуковский – Симферополь» маршрутпа вӗҫнӗ самолет сывлӑша хӑпарнӑ чухне чарлансен ушкӑнӗпе тӗл пулнӑ. Кайӑксем двигателе лекнӗрен пушар тухнӑ, техника ӗҫлеме пӑрахнӑ. Экипаж инструкципе килӗшӳллӗн ӗҫленӗ: двигателе сӳнтернӗ, шассие пуҫтарнӑ та уя анса ларнӑ. Самолетра ҫав вӑхӑтра 233 пассажир пулнӑ. Самолет командирӗ Дамир Юсупов тата иккӗмӗш пилот Георгий Мурзин тӑрӑшнипе самолет куккурус уйне чиперех анса ларнӑ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: Дамир Юсупов Шупашкарта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче куҫӑн мар майпа вӗреннӗ, 2005 ҫулта диплом илнӗ. Хӑй вара Красноярск крайӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей турисчӗ канма кайсан вилнӗ. Бассейнра. Турцинчи Аланья хулинче. Инкек сӑлтавне право тытӑмӗн тӗпчевҫисем палӑртӗҫ. Раҫҫейӗн ют ҫӗршыври пайтаҫисем вилене хамӑр ҫӗршыва епле илсе килесси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Раҫҫейӗн Анталья хулинчи тӗп консульствин пайтаҫи инкек эрнекун пулнӑ тесе пӗлтернӗ. «Эпир страхлакан компанипе тата право органӗсемпе ӗҫлетпӗр халь. Вилене Раҫҫее илсе кайма хутсем хатӗрлетпӗр», — тенӗ вӑл «Новости» Раҫҫей информаци агентствине. Вилнӗ арҫын Сергей Жук ятлӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Екатеринбургри Сергей Цукрук турист тӑн ҫухатнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хурас тенӗ. Анчах арӑмӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Туристсене страхлакан компани арҫын пульницӑра сипленнине саплаштарма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта транспортӑн пӗрлехи карттине — ЕТКна — аллӑн укҫа хума май килмӗ. Халех мар. 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса. Наци тӳлев тытӑмӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнине пӗлтернӗ. Тӳрлетӳсем кӗртнӗ чух транспорт карттисене шута илмен тесе пӗлтерет РБК. ЕТКпа Раҫҫейӗн 60 ытла хулинче усӑ кураҫҫӗ. Ҫав шутра Шупашкар та пур. Наци тӳлев тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунра пӑхса хӑварнӑ тӳрлетӳсем вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн электрон кошелёксене ята кӑтартмасӑр укҫа хума май килмӗ. ЕТК пирки электрон кошелёк темелле те. «Технезис» компанин пуҫлӑхӗ Дмитрий Пьянковский транспорт картти ҫак тӳлев виҫипе килӗшсе тӑмасан та пултарнине палӑртнӑ. Анчах ун пек пултӑр тесен укҫан малтан организаци счёчӗ ҫине куҫмалла, унтан — карттӑ ҫине. Ун пек меслетпе Питӗрте усӑ кураҫҫӗ иккен. Транспортӑн пӗрлехи карттипе ҫыхӑннӑ ыйтупа «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакцийӗ «ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑна ыйтса ҫыру янӑ. |
Республикӑра
![]() Www.pfrf.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри 369 пин пенсионертан 70-е яхӑн проценчӗ ҫак тӳлеве банксем урлӑ илсе тӑрать. Вӗсенчен 64 проценчӗ банк карттипе усӑ курать. Ку цифрӑсене Раҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пӗлтереҫҫӗ. Пенсие киле ҫитерсе пама Раҫҫей почти тата альтернативлӑ ытти служба пулӑшаҫҫӗ. Маларах банксем терӗмӗр те, пенсионер вӗсенчен кирек хӑшне те суйлама пултарать. Анчах РФ Пенси фончӗ килӗшӳ тунӑ организацие. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче пирӗн республика территорийӗнче «Мособлбанк» уйрӑмӗ хупӑннӑ. Ун урлӑ пенси илнисен апла пулсан урӑх организацисене суйламалла. Банксем йышлӑ. Пирӗн Чӑваш Енре 22 кредит организацийӗ урлӑ пенси илме пулать. Вӗсен йышӗнче ҫаксем: Перекет банкӗ, «Энергобанк», «Промсвязьбанк», «АК БАРС», «Россельхозбанк», «Кузнецкий», «Мегаполис», «ЧУВАШКРЕДИТПРОМБАНК», «Девон — Кредит», «Связь-Банк», «ОБР», «СКБ-банк», «РГС Банк», «Газпромбанк», «ПОЧТА БАНК», «Совкомбанк», «УБРиР», «РОСБАНК», «ВТБ», «Восточный экспресс банк», «Тинькофф Банк», «ФК Открытие». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта общество транспортӗнче ытларах укҫа тӳлеме тивӗ. Тепӗр икӗ эрнерен 2 тенкӗ ытларах кӑласра хумалла. Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен троллейбусра 22 тенкӗ тӳлемелле, карточкӑпа – 20 тенкӗ. Автобусра вара билет хакӗ 25 тенкӗ пулӗ, карточкӑпа – 21 тенкӗ. Тролейбуспа пӗр уйӑх ҫӳремелли билет 900 тенкӗ тӑрӗ. Вӗренекенсен куншӑн 650 тенкӗ кӑларса хумалла. Каласа хӑвармалла: пӗлтӗр общество транспортӗнче хак икӗ хутчен ӳснӗ – утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата раштавӑн 1-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри врачсен квалификацине ӳстерекен институтра ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива республикӑн Сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов паллаштарнӑ. Ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, врачсен квалификацине ӳстерекен института ертсе пыма Роман Матвеева шаннӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх унччен ҫав институтра стоматологи кафедрин заведующийӗ пулса тӑрӑшнӑ. Роман Матвеев — профессор. Институтӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхне ҫирӗплетиччен ректор тивӗҫне вӑхӑтлӑха Валерий Маленков пурнӑҫланӑ. Институтра вӑл вӗренӳпе методика енӗпе ӗҫлекен проректорта тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма паян Алексей Гурьева шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн 1994 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти Ҫемье планланмалли тата репродукци цетрӗнче ЭКО процедурине пӗрремӗш хут ирттернӗ. 1995 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫут тӗнчене 3480 грамм таякан хӗрача килнӗ. Ҫак хӗрача кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӑй амӑшӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ывӑл ҫуратнӑ. Палӑртмалла: Президент пепкелӗх центрӗнче ЭКО мелӗпе 1994 ҫултанпа усӑ кураҫҫӗ. Ку таранччен ку мелпе 3,5 пин ытла ача кун ҫути курнӑ. 2013 ҫултанпа вара ЭКО хӗрарӑмсемшӗн тӳлевлӗ пулса тӑнӑ. Хӗрарӑмӑн гинекологран направлени илмелле ҫеҫ. Президент пепкелӗх центрӗнче «хӗрӳ лини» ӗҫлет: (8352) 58-39-94. ЭКО пирки ыйтусем пур тӑк шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |