Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫын ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, арҫын суд штрафне — 40 пин тенке — ҫеҫ тӳленӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче ҫак арҫын ҫырмара 12 метр ҫӳллӗш йывӑҫ каснӑ, анчах вӑл ӑҫталла ӳкессине шутласа илеймен — йывӑҫ 46 ҫулти арҫын ҫине персе аннӑ. Лешӗ ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Ҫывӑхра ӗҫлекен ентешӗсем йывӑҫ ҫумӗнче ҫын пурри пирки асӑрхаттарнӑ, ку вара шута илмен. 50-ри арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланман, вилнӗ арҫыннӑн ывӑлне компенсаци тӳленӗ. Ҫавӑнпа пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, ӑна суд штрафӗ кӑна тӳлеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри спортсменсем В.И. Чапаев ячӗллӗ пӗтм Раҫсейри ӑмӑртура тивӗҫлипе ӑмӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви пирӗн пӑхаттирсем 19 медале тивӗҫнине пӗлтерет. В.И. Чапаева асра тытса турнира 52-мӗш хутчен йӗркеленӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 130 спортсмен пухӑннӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ. Икӗ кунлӑ ӑмӑртура наградӑсен 20 комплектне выляттарнӑ. Чӑваш Ен спортсменӗсем 5 ылтӑн, 6 кӗмӗл тата 8 бронза медале тивӗҫнӗ. Ылтӑн илнисен ретӗнче — Надежда Матвеева (50 килограмчченхи виҫере), Анна Иванова (59 кг), Алена Тимофеева (68 кг), Владислав Астаков (79 кг) тата Шамиль Исмаилов (97 кг). Вӗсене В.И. Чапаевӑн бронза бюсчӗпе те хавхалантарнӑ. Кӗмӗл медале Иван Филиппов (70 кг), Всеволод Григорьев (79 кг), Игорь Столяров (97 кг), Алена Игнатьева (50 кг), Анастасия Яндушкина (55 кг), Надежда Яндушкина (57 кг) ҫӗнсе илнӗ; бронзӑна — Сергей Албутов (57 кг), Зотик Егоров (65 кг), Александр Ульянов (74 кг), Игорь Николаев (79 кг), Магомед Омаров (92 кг), Марина Николаева (50 кг), Светлана Тарасова тата Вероника Кононова (53 кг). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() 24 ҫулти Денис Авакумов Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренет. Ҫамрӑк-ха, анчах вӑл Вӑрнар районӗнче хӑйӗн фермине ертсе пырать. Денис пӗлтӗр ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грантне – 3 миллион тенкӗ – ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа студент ӗне ферми ҫӗкленӗ, выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланма пуҫланӑ. Халӗ каччӑ беснес-плана пӑхӑнса ӗҫлет: ферма тунӑ, трактор туяннӑ, икӗ ентешне официаллӑ мелпе ӗҫе илнӗ. Чылай ӗҫе хӑйӗн тума тивет, анчах ака вӑхӑтӗнче ҫамрӑк фермер тепӗр икӗ пулӑшуҫа илесшӗн. Халӗ Денисӑн ферминче 50 пуҫ ӗне, вӗсенчен 26-шӗ – сумалли. Икӗ кунра 1 тонна сӗт параҫҫӗ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар студент – ӗне шутне ӳстересшӗн. Денис Авакумов ашшӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ тесен те йӑнӑш мар. Ашшӗ ҫамрӑк чухне кунашкал услам пирки шутланӑ. Шӑпах вӑл ывӑлне ҫемье ферми уҫма, грант илме документсем тӑратма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — хамӑр тӑван чӗлхене паянхи саманапа тан уттарасси. Ҫавна май эпир тӗрлӗ сервиссем уҫатпӑр, хатӗрлесе пыратпӑр. 2005 ҫултанпа сахал мар ку тӗлӗшпе вӑй хутӑмӑр — Электронлӑ сӑмахсар сайчӗ, Чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайт, Чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи йӑнӑшсене кӑтартакан хатӗр, Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ, тата ытти япаласем сахал мар ӑсталарӑмӑр. Ку пӗтӗм ӗҫе эпир майӗпен, вӑхӑт тупнӑ май йӗркелесе-хатӗрлесе пытӑмӑр. Анчах та тем тесен те чӑваш чӗлхине тӗнче тетелне сарас ӗҫе вӑхӑтран-вӑхӑта мар, куллен туса пымалла. Ҫавна май эпир «Чӑваш чӗлхин лабораторине» уҫас терӗмӗр. Уйрӑм ҫынсене тытса маларах хатӗрленӗ сайтсене аталантарас енӗпе ӗҫлеттерес терӗмӗр. Паянхи кунта (тӗрӗсрех каласан, иртнӗ эрнекун, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче) вӑл хӑйӗн ӗҫне туса пыма та пуҫларӗ ӗнтӗ — лабораторинче Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн икӗ студентки (2-мӗш курс) — Портнова Эрбинӑпа Тихонова Татьяна — вӑй хурать. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 42 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Юсанмалли учрежденире ӗҫлекенскер лифтсенче хӗрачасене тапӑннӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртӑн лифтӗнче вӑл, Красноармейски арҫынни, 11 ҫулти хӗрачана ҫулӑхнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнӑ, хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ҫак арҫын ытти преступление туни те ҫиеле тухнӑ. Унран пӗтӗмпе 10 ача шар курни паллӑ пулнӑ. Каласа хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗпченӗ май 1 пин 250 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, тӗрлӗ йышши 80 ытла экспертиза ирттернӗ. Пуҫиле ӗҫ тишкерӗвӗ 35 томлӑ пулса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти тухтӑрсем усал шыҫӑпа чирлӗ 55 ҫулти арҫынна кӑткӑс операци тунӑ. Унӑн чӗлхине тӗпӗ-йӗрӗпе касса илсе ҫӗннине лартса панӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн тӑваттӑмӑш тапхӑра куҫнӑ усал шыҫӑ пулнӑ, чӗлхи пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна май тухтӑрсем ӑна касса илме, хӑйӗн ӳт-мышципе усӑ курса ҫӗннине лартса пама йышӑннӑ. Ку операци чӑннипех питӗ кӑткӑс шутланать-мӗн, ҫавна май пур центрта та ун йышши операцисем тумаҫҫӗ. Каласа хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, асӑннӑ операци ӑнӑҫлах иртнӗ. Халӗ арҫыннӑн хими-пайӑрка сиплевӗ витӗр тухмалла, хӑй тӗллӗн апатланма тата калаҫма хӑнӑхмашкӑн реабилитаци тапхӑрне тӳссе ирттермелле. Врачсем хушнине пурнӑҫласа пырсан вӑл чиперех калаҫма, ҫиме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри клиника пульницинче хальхи йышши магнитлӑ резонанс томографӗ вырнаҫтарнӑ. Республикӑра кунашкалли пӗрре кӑна. Вӑл пулӑшнипе тӗрлӗ чир-чӗре тупса палӑртма пулать. Республикӑри клиника пульницин тухтӑр-рентгенологӗ Сергей Иванов каланӑ тӑрӑх, томограф пулӑшнипе 1 миллиметр таран та ӳсмен усал шыҫҫа тупса палӑртма май пур. Эппин, ку пульницӑра усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрӗнчех асӑрхӗҫ. Ҫавӑн пекех пуҫ мимин тата ҫурӑм шӑммин сӑссин чирӗсем те палӑрӗҫ. Томограф шӑмӑсене те тӗплӗн «тишкерӗ», чир-чӗре тӳрех тупса палӑртӗ. Пациентсем ҫӗнӗ хатӗре хӑйсем ҫинче тӗрӗслесе курнӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ томограф сахал мар пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян ирхине РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина учрежденийӗсен ӗҫченӗсем Шупашкарти кӳлмеке хускану тума пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 600 яхӑн ҫын пухӑннӑ. Медицина ҫыннисем шӑматкун хускану тума тухасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӗсем Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалланӑ «Пурнӑҫ патне – 10 пин утӑм» акцие хутшӑннӑ. Зарядка 9 сехетре пуҫланнӑ, ӑна республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗн элчисем ирттернӗ. Медицина ӗҫченӗсем хусканусем тунӑ хыҫҫӑн уҫӑлса утнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина ӗҫченӗсем хускану кунне пиллӗкмӗш уйӑх ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнӗ марка Шӑп та лӑп чӗрӗк ӗмӗр каялла, 1994 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫей .RU наци доменне илнӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫей почти ятарлӑ марка кӑларнӑ. Унӑн номиналӗ — 32 тенкӗ. Виҫи — 37×37 мм. Ҫӗнӗ маркӑна 135 пин тиражпа пичетленӗ. Марка ҫине Раҫҫейӗн наци доменне ӳкерсе хунӑ. Маркӑн дизайнер-художникӗ — С. Капранов. Федерацин ҫыхӑну агентствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, .RU домена InterNIC пӗтӗм тӗнчери центр регистрациленӗ. Домен администраторӗ — РосНИИРОС (чӑв. Раҫҫейӗн общество ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ). СССР арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсен доменӗсене 1992 ҫулта Литва, Эстони, Грузи тата Украина илнӗ, 1993 ҫулта – Латви тата Азербайджан. .RU доменӑн капашсӑр аталанӑвӗ 2006-2008 ҫулсенче пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «РЖД» (чӑв. Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем) холдинг Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсем валли кӑҫал та хӑйне евӗр парне хатӗрленӗ. Асӑннӑ категорие уяв тӗлӗнчи вунӑ кун хушшинче ҫеҫ мар, ҫу уйӑхӗпех тӳлевсӗр илсе ҫӳреме шантараҫҫӗ. Ытти ҫул, астӑвасса, тӳлевсӗр илсе ҫӳремелли тапхӑр пӗр уйӑхах тӑсӑлмастчӗ. Ветерансен пур йышши вакуна суйлама ирӗк пур. Ҫав шутра — СВ тата Люкс шутланаканнисенче те. Ҫӑмӑллӑхпа Раҫҫей тӑрӑх хутлакан пуйӑссенче усӑ курма юрать. Инҫе ҫула хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» тата «Ласточка» пуйӑссенче те тӳлеттермӗҫ. Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсем темиҫе хут та тӳлевсӗр хутлайӗҫ. Вӗсемпе пӗрле пӗр ҫыннӑн ҫула тӳлевсӗр тухма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |