Раҫҫейре
![]() Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗренекен хӗрӗн ӗҫӗ «Волонтеры могут все» (чӑв. Нимеҫӗсем йӑлтах пултараҫҫӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри экологи акцийӗнче ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Софья Клинцева (унӑн ертӳҫи – Татьяна Федорова преподаватель) конкурса «Благоустройство внутреннего двора Чебоксарского техникума ТрансСтройТех» (чӑв. ТрансСтройТех Шупашкарти техникумӑн картишне хӑтлӑлатасси) проекта тӑратнӑ. Софья тӑван техникумӑн шалти картишӗ валли ландшафт хатӗрленӗ. Унта студентсемпе преподавательсене канмалли вырӑн пулӗ. Проектпа пӑхнӑ тӑрӑх, Шупашкарти Кременский урамӗнчи 34-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи лаптӑка тапхӑршарӑн илемлетмелле. Унтах пӗчӗк скульптурӑсем вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти автозаправка станцине сӳтмелле. Апла йышӑну кӑлараканни — Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ. Сӑмах Шупашкарти Ҫӗрпӳ тата Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑн пирки пырать. Унти автозаправка станцине сӳтме ыйтаканни республикӑн тӗп хулин администрацийӗ пулнӑ. Суд хула мэрийӗпе килӗшнӗ. Анчах йышӑну саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Шупашкар хула администрацийӗ А.И. Дельман уйрӑм усламҫӑ тата «ТПТК «Волганефтьхолдинг» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе суда ҫитнӗ. Автозаправкӑна тӑваканнисем ҫавсем пулнӑ иккен. Суд йышӑнӑвне пӑхӑнсан ответчиксен заправкӑна сӳтмелле, унти объектсене пуҫтарса каймалла, ҫӗр лаптӑкне усӑ курма юрӑхлӑ туса хӑвармалла. Хула мэрийӗ АЗС муниципалитетӑн ҫӗрӗпе тивӗҫлипе усӑ курманнине пӗлтернӗ. Хулан генпланӗпе килӗшӳллӗн ҫав тӑрӑхра ҫул пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Ачана чӑвашла кӗнеке парнеле» акци пуҫланать. Ӑна йӗркелме Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова сӗннӗ. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗ Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. «Ашшӗпе амӑшӗ чӑваш ҫемьесенче те ачасем чӑвашла калаҫманни тӗл пулать. Чӑваш Енри халӑхӑн 67е яхӑн проценчӗ – чӑвашсем. Тӑван чӗлхене. йӑла-йӗркепе культурӑна упраса хӑвармалли пӗртен-пӗр меслет вӗсене чӑвашла вуласа пани», – тесе шухӑшлать Альбина Егорова. Ыр кӑмӑллӑх акцине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем ача пахчисене ҫӳрекенсене, шкулта вӗренекенсене, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи ачасене чӑвашла кӗнекесем парнелӗҫ. Акцие уҫӑ кӑмӑллӑ ытти ҫынна та хутшӑнма сӗнеҫҫӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Никита Тӗнче архивӗнчи сӑн Никита Тӗнче (Васильев) каллех ҫулҫӳреве кайма хатӗрленет. Хальхинче вӑл ҫемйипе – мӑшӑрӗпе Анастасийӑпа тата хӗрӗпе Аяпа – ҫула тухӗ. Вӗсем хӗвеланӑҫри ҫӗршывсене кайма палӑртнӑ. Ҫемье ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫула тухӗ. Пӗчӗк Ая (вӑл ҫулталӑк та тултарман-ха) ятарлӑ велоприцеп ҫинче пулӗ. Пӗрремӗш маршрут паллӑ ӗнтӗ: Шупашкар – Питӗр. Никита Тӗнче каланӑ тӑрӑх, Питӗре икӗ уйӑха яхӑн, тен, кайӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл ку таранччен ачапа ҫула тухса курман. Питӗр хыҫҫӑн – Эстони, унтан кӑнтӑр енне – Балкан ҫурмаутравӗсем ҫине – ҫитме палӑртнӑ. 2020 ҫулхи хӗл хыҫҫӑн ӑҫта каяссине пӑлӑртман-ха. Ҫапах ӗмӗчӗ пур: океан урлӑ каҫса урӑх континента лекесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри тухтӑрсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: тухтӑра хакланӑ чухне 2018 ҫулхи ӗҫ-хӗлне шута илнӗ. Чи лайӑххисене «Ҫын тата эмел» конгреспа килӗшӳллӗн чысланӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри виҫӗ тухтӑр вӗсен йышне кӗме пултарнӑ. «Чи лайӑх тухтӑр-психиатр» номинацире пӗтӗмӗшле психиатри уйрӑмӗн заведующийӗ Анна Филимонова ҫӗнтернӗ. «Медицина реабилитацийӗн чи лайӑх тухтӑрӗ» номинацире Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн реабилитаци уйрӑмӗн заведующине Надежда Шаржановӑна чысланӑ. Чи лайӑх педиатр ятне Улатӑр районӗн тӗп пульницин участковӑйӗ Ольга Егорова тивӗҫнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне Чӑваш Енри 17 тухтӑр лекнӗ. Конкурсӑн тӗп комиссийӗ финалистсен ячӗсене ҫӗртме уйӑхӗнче пӗлтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Артур Терентьев тунӑ сӑн Пӑр кунран кун ҫӳхелет, хӑш-пӗр ҫӗрте катӑлса та пырать. Ҫӑлавҫӑсем асӑрхануллӑ пулмалли пирки ҫине-ҫинех аса илтереҫҫӗ, уйрӑмах – пулӑҫӑсене. Паян ав пӗр каччӑ чутах пӑр катӑкӗ ҫинче ишсе кайман. Кун пек хыпара «Про Город» хаҫата Артур Терентьев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Паян Коопераци институчӗ ҫывӑхӗнче, 17 сехетре, ӑнсӑртран пулнӑ ку. Хайхискер пӑр ҫинче тусӗсемпе вылянӑ. Унччен те пулман – пӑр катӑлнӑ, пӗр ҫамрӑк ун ҫинче тӑрса юлнӑ. Пӑр катӑкӗ ҫыранран ишсе кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсене тӳрех чӗннӗ. Вӗсем каччӑ патне катерпа ишсе пынӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Каччӑ пӑр катӑкӗ ҫинче 5 минута яхӑнах тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тытса чарнӑ ҫын Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче юсав ӗҫӗсем туни пирки пӗлтерӳ панӑ. Ун патне кӗҫех «полици ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, Б.Хмельницкий урамӗнчи ҪҪХПИ ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем ирттерме ыйтнӑ. Хайхи «полици ӗҫченӗ» ҫав арҫынна кӗсье телефонӗн счечӗ ҫине укҫа хума, ӗҫтешӗсем валли коньяк, канфет туянма ыйтнӑ, ҫакна патшалӑх автоинспекцийӗн дежурнӑй чаҫне илсе пыма каланӑ. 28-тискер ҫаксене туянса 5 пин тенке яхӑн тӑкакланӑ. Анчах патшалӑх автоинспекцийӗнче ӑна никам та кӗтсе илмен. Унчченхи номерпе шӑнкӑравланӑ – телефона сӳнтернӗ. ҪҪХПИре ӑна ултавҫӑ аллине лекни пирки ӑнлантарнӑ. Ҫак ултавҫӑ Шупашкар ҫыннисене нумай улталанӑ-мӗн. Ку тӗслӗх хыҫҫӑн вара ӑна тытма май килнӗ. Ултавҫа Краснодар крайӗнче тытса чарнӑ, ӑна акан 8-мӗшӗнче Шупашкара илсе ҫитернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Юстици министерстви «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи косплексӗ» акционерсен обществи валли ҫӗнӗ ертӳҫӗ шырани пирки пӗлтерет. Заявкӑсем йышӑнма пуҫлӗҫ, документсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен тӑратмалла. Ҫак должноҫе йышӑнас тесен специалитетран пӗчӗкрех мар аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Кунсӑр пуҫне ертӳҫӗ должноҫӗнче е полиграфи тытӑмӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ стаж кирлӗ. Халӗ тӗп директор тивӗҫӗсене Иван Архипов пурнӑҫлать. Унччен «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи косплексне» ЧР культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр! Чӑваш халӑх сайчӗ — ҫак конкурсра парнесемпе тивӗҫтерекенсенчен пӗри. Ҫӗнтерӳҫӗсене эпир сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ картинӑсем парнелес шухӑшлӑ, ҫавна май сирӗнтен сӑнӳкерчӗксем йышӑнма хатӗр. Вӗсем пичете юрӑхлӑ пулмалла, сӑнра тӑван тавралӑха ӳкерни пулсан аван. Сӑнӳкерчӗке np@chuvash.org адреспа ярса панӑ чухне палӑртмалла: - кам ӳкернӗ; - ӑҫта ӳкернӗ (район, ял, мӗнле вырӑн); - хӑш вӑхӑтра ӳкернӗ (дата). Сӑнӳкерчӗксене эпир ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӳлевсӗр йышӑнатпӑр. Ӑна ярса пани пире вӑл сӑнӳкерчӗке пир ҫине пичетлесе картина тума ирӗк панипе, конкурс ҫӗнтерӳҫисене парнелеме килӗшнине пӗлтерӗ. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗн хаклав тапхӑрӗ пырать. |
Политика
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче муниципалитета ертсе пыма тивӗҫ ҫынна шыраҫҫӗ. Маларах «ҫӗрпӳсем» терӗмӗр те, капла калани тӗрӗсех мар. Районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем суйлас йӑла темиҫе ҫул каялла пӑчланчӗ. Халӗ кандидатурӑсене малтан республика шӑйӗнчи комисси (ӑна регион ертӳҫи ҫирӗплетет) комисси пӑхса тухса аллать, кайран Депутатсен районти пухӑвӗнче сӳтсе яваҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче республикӑри комисси пайташӗсем пуҫлӑха тупайманнине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер комисси черетлӗ хутчен ларӑва пухӑннӑ. Хальхинче «Надежда» общество ертӳҫи, 1963 ҫулта ҫуралнӑ Виктор Фёдоров, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ, 1981 ҫулхи Игорь Николаев, Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ, 1975 ҫулхи Юрий Ямсков заявлени панӑ. Тӗнче тетелӗсенчен пӗринчи «Цивильск/район» (чӑв. Ҫӗрпӳ/район) ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, кандидатсен хушшинче Ҫӗрпӳ район ҫынни ҫук. Район ҫыннисем Беккер оппозиционер (ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ) конкурса хутшӑнасса шаннӑ-мӗн те, анчах вӑл заявлени паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |