Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасем вӗрентекенсене чечек ҫыххи парнелес вырӑнне йывӑр чирлӗ, нихӑҫан сывалайман шӑпӑрлансене пулӑшнӑ. Аня Чижова ячӗпе хисепленекен фонд пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чечек вырӑнне – ачасем» акцие кӑҫал 32 шкулти 72 класс, 1 ача пахчи хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе – 2 пин ытла ача, 4 пин ытла ашшӗпе амӑшӗ, 71 вӗрентекен тата 1 воспитатель. Пушкӑртстанри тата Новокузнецк облаҫӗнчи икӗ класс та пулӑшнӑ.
Кӑҫал 272046 тенкӗ пухма май килнӗ. Ырӑ ӗҫе коммерци компанийӗсем те хутшӑннӑ. Ҫапла 605 пин таранах пухӑннӑ. Ку укҫапа йывӑр чиртен нихӑҫан сывалайман 48 ачана пулӑшнӑ: эмелсем, апат-ҫимӗҫ, хатӗр-хӗтӗр туяннӑ.
Палӑртмалла: ку акци Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Ҫак тапхӑрта 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ.