Республикӑра
![]() Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Арина» проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри икӗ учреждение пулӑшнӑ. Депутат хыпарланӑ тӑрӑх, ку проекта уҫма тахҫанах ӗмӗтленнӗ ҫеҫ те мар, ун пирки калаҫнӑ та. Халӗ вара тинех ӗҫлеттерсе янӑ. «Арина» проект инвестицие пула тупӑш курнин пӗр пайне чирлӗ ачасене пулӑшма уйӑрассипе ҫыхӑннӑ. Нумай пулмасть йӗркеленӗ финанс марафонӗнче пуҫтарнӑ укҫана Чӑваш Енри ача учрежденине: Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртне тата Шупашкарта «Малютка» (чӑв. Пепке) ятарлӑ ача ҫуртне — уйӑрнӑ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫне малашне анлӑлатасшӑн, пулӑшу виҫи те ӳссе парӗ. Проект авторӗсем ача ҫурчӗсем укҫапа епле усӑ курнине те тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |