Республикӑра
![]() saransk.bezformata.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ та… укҫасӑр тӑрса юлнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫав арҫынпа тӗнче тетелӗнче ҫырӑннӑ. Хайхи савни унран банк карточкин реквизичӗсене ыйтнӑ. Хӗрарӑм шухӑшласа тӑмасӑрах даннӑйсене ҫырса янӑ. Арҫын ҫийӗнчех унӑн карточки ҫинчи укҫана вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 50 пин тенке яхӑн. Хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Йӗрке хуралҫисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл – Тутарстанри пӗр колонире ларакан 28 ҫулти арҫын-мӗн. Вӑрӑ йӗрне тупсан вӑл хӑйех айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |