Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Алексей Трофимов ӳнерҫӗ вилнӗ (ХУШНӐ)

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.09.2020 20:14 | 1767 хут пӑхнӑ
Персона
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ

Паянхи кун хурлӑхлӑ хыпарсемпе пуян. Маларах эпир Петр Ивантаев тата Станислав Отрыванов вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр хурлӑхлӑ хыпар илтрӗмӗр. Искусствоведени докторӗ тата профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ Алексей Трофимов йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Вӑл 1938 ҫулта Тутар Республикинчи Аксу районӗнчи Чӑваш Киреметпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулта Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ Ӳнер академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш АССР наукӑпа тӗпчев институтӗнче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Унта директор пулса та ӗҫленӗ. И.Н. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗрентнӗ.

Хушни: Алексей Александрович Трофимовпа сывпулашшас текенсене Республикӑн 1-мӗш больницин ритуал залне авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тунтикун, 12 сехете пыма сӗнеҫҫӗ. Адресӗ: Мускав проспекчӗ, 9в.

#Чӑваш Киреметпуҫ, #Аксу районӗ, #Тутар Республики, #ӳнерҫӗсем, #ҫухатусем, #ЧППУ, #ЧПГӐИ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 4422.4.7606
2020.09.17 22:12
Хӑҫан, ӑҫта сывпуллашу пулать?
2020.09.18 07:22
Таисия Ташней
Пĕлсен уçăмлатăпăр.
Agabazar // 5804.1.7960
2020.09.18 15:40
Agabazar
Ӳнер тĕпчевçи.
Agabazar // 5804.1.7960
2020.09.18 15:40
Agabazar
Ӳнер тĕпчевçи.
Тимер // 2835.82.4537
2020.09.20 08:49
Тутнткун.Микихфер пиччене ăсатнă вырантах.
Тимӗр Акташ // 1262.99.1545
2020.09.20 12:26
Тунтикун малтан 11 сехетре ЧПГӐИнститутра. Мускав проспекчӗ, 29, корпус 1. "Студентсен хули" чарӑнура.
ЧПГӐИ сайтӗнче вулӑр.
Валери Туркай // 2488.34.8103
2020.09.22 05:46
Ӗнер юлашки ҫула ӑсатрӑмӑр Алексей Александровича.
Кунӗпе, чарӑнмасӑр, ҫумӑр ҫурӗ. Кун пек чухне "ҫанталӑк та йӗрет" теҫҫӗ. Тӗрӗсех калаҫҫӗ-тӗр...
Питӗ пысӑк ҫухату!
Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, хаклӑ ҫыннӑмӑр! Чӑваш халӑхӗ сана нихҫан та манмасть!
Валери Туркай

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем