Чӑвашлӑх
![]() Никифор Наумов ЧНК Аслӑ Канашне уҫнӑ самантра (2007 ҫул, Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн) Чӑваш мӑчаварӗсенчен пӗри — Никифор Наумов — ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Наумов Никифор Егорович 1936 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑхӗ ӑна ытларах енӗпе чӑваш йӑли-йӗркисене управҫи пек пӗлет. Вӑлах «Халӑх ҫӳпҫинчен» кӗнеке авторӗ. 1959 ҫулта вӑл Йошкар-Олари вӑрман техникин институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Инженер-строитель пулса ӗҫленӗ, Сӑра вӗретнин историйӗн музейӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшнӑ. Пурӗ вӑл 5 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Никифор Наумовпа ыран, авӑнӑн 9-мӗшӗнче 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Сывпуллашу Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра иртӗ (Республика пульницинчи ритуал служби пулас). | ||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |