Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Лондон чӑвашла калаҫать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.04.2020 09:52 | 1728 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Марина Доналд архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Марина Доналд архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

«Лондон чӑвашла калаҫать» проект пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Марина Доналд пӗлтернеччӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки пӗлсен ҫак йӗркесен авторӗ пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Маринӑпа ҫыхӑннӑччӗ. «Тӗрӗссипе каласан, проект халь пиҫсех ҫитмен-ха. Тепӗр пӗр эрне кирлӗ, эпӗ халь концепцие (чӑвашла хӑрушӑ курӑнать ку сӑмах) вӗҫлетӗп», – хуравланӑччӗ ун чухне хастар ентешӗмӗр.

Марина Доналд Лондон хулинче пурӑнать. Хӑй вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкар та юриста вӗренсе тухнӑ. Унччен – Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑхӗнче. Шупашкарта та ӗҫленӗ, Мускавра та. Тӗнче тетелӗ урлӑ пулас упӑшкипе паллашнӑ. Великобританире икӗ ҫул каялла пурӑнма пуҫланӑ. Халӗ вӑл киберхӑрушсӑрлӑх пӗлӗвне илет.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Великобритани, #йӑхташсем, #Лондон, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Вӑрманкас, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 4485.0.0123
2020.04.08 23:42
Пирӗн Лондонри йӑхташпа мӑнаҫланатпӑр!
Унӑн ӗҫсем ӑнса пыччӑр!
Чӑваш Аслӑ Турӑ пулӑшччӑр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем