Чӑваш чӗлхи
![]() ««Ч» саспаллие халалланӑ Чӑваш пичет кунӗнче йӗркелӳҫӗсем сценари ҫырнӑ чух «ч» саспаллирен пуҫланакан сӑмахсен йышне «Чебурашка», «чебуреки», А.Московскин «Чу-ча-чи» таранах кӗртнӗ, «чӑваш» сӑмаха вара темшӗн маннӑ, те ӑнсӑртран, те юри», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче. Унта сӑмах кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Пичет кунне уявлани пирки пырать. Уява хутшӑннӑ Ирина Кузьмина палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Еншӗн чӑвашсем, ҫаплах чӑваш журналистики те, ытти регионсенче ҫуккине тахҫанах хӑнӑхнӑ-ха эпир, ҫавӑнпа республика тулашӗнчи чӑваш кӑларӑмӗсем ҫинчен сӑмахпа аса илессе» вӗсем кӗтмен те. Чӑвашла калаҫманни пирки те ҫырнӑ «Сувар». Уявра, чӑн та, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаровсӑр пуҫне пӗр ҫын та сцена ҫинче чӑвашла сӑмах каламарӗ. Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «калӑн, чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи те мар кунта». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |