Культура
![]() Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат 30 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленет. Сумлӑ датӑна йӑшташӑмӑрсем раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун «Чӑваш чӗлхипе тухакан пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен аталанӑвӗнчи йывӑрлӑхсем» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Вӑл 11.00 сехетре пуҫланӗ. Канашлу вӑхӑтӗнче наци журналистикинчи йывӑрлӑхсене сӳтсе явӗҫ, экспертсен шухӑшне итлӗҫ, чӑваш чӗлхипе тухакан регионти хаҫатсен лару-тӑрӑвӗпе паллашӗҫ, хаҫат чӗлхине сӳтсе явӗҫ. «Ҫавра сӗтеле» «Урал сасси» хаҫатӑн редакторӗ Ю.Н. Михайлов ертсе пырӗ. «Ҫавра сӗтел» хыҫҫӑн 16.00 сехетре «Урал сасси» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху иртӗ. Кӑмӑл тӑвакансене хапӑл туса кӗтнине пӗлтернӗ «Урал сасси» хаҫатра. Мероприятисем «Урал Батыр» Наци культурисен центрӗнче, Пелепей хулинчи Горохов урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |