Раштав уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Пушкӑртстанра Чӑваш Республикин культура кунӗсем иртӗҫ. Мероприятисене Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленсе кайнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Уяв Ӗпхӳри Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пысӑк залӗнче иртӗ.
Раштавӑн 7-мӗшӗнчи уява Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх филармонин коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи – РФ халӑх артисчӗ Юрий Васильев. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Ҫавал» ансамбль XXII Хӗллехи Олимп вӑййисенче тата РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ Чӑваш Республикин кунӗсене уҫнӑ чух Чӑваш Ен культурипе паллаштарнӑ тесе хыпарлать «Урал сасси» хаҫатра Надежда Родионова. Чӑваш халӑх кӗввин чи пуян та илемлӗ, чуна пырса тивекен тӗслӗхӗсемпе «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ паллаштарӗ.
Раштавӑн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Федор Павловӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакле кӑтартӗ. Спектакль режиссерӗ, сценографӗ тата костюмсен художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.