Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ҫак кунсенче Пушкӑртстанра концерт кӑтартать. Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан ушкӑн классика тата хальхи вӑхӑтри кӗвӗ ӳнерне сарас енӗпе чылай ӗҫ туса ирттерет. Симфони капелли – К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, тӗнчери фестивальсен дипломанчӗ. Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ушкӑн Ӗпхӳри ача-пӑча филармонийӗнче концерт лартнӑ; 18-мӗшӗнче —Стерлитамак хулинчи культура керменӗнче. Паян, авӑн 19-мӗшӗнче, концерта Пишпӳлекри культура керменӗнче лартӗҫ; ыран, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, — Пелепейӗнчи тӗп культура керменӗнче. «Тавах сана, кӗвӗ, хавхалантарнӑшӑн» концерт программине уйрӑм юрӑҫсемпе хор артисчӗсен юррисем кӗнӗ. Вӗсене чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв композиторӗсем кӗвӗленӗ. Тӗнче шайӗнчи хитсемпе романссем, кинофильмсенчи юрӑсем те пур программӑра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |