Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Пишпӳлекре чӑваш фестивалӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.05.2019 19:52 | 2266 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнче ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи «Шур ҫӑл» фестивалӗ иртмелле. Ӑна республикӑра пурӑнакан чӑваш халӑхӗн культура пуянлӑхне аталантарас тата упраса хӑварас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ.

Ҫамрӑк талантсем юрласа, хореографи, фольклор енӗпе тата инструментсемпе каласа тупӑшӗҫ.

Фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем те, уйрӑм ӑстасем те хутшӑнайӗҫ.

Ӑмӑрту пилӗк номинаципе иртӗ. Вӗсенче маттурсем ҫулне кура икӗ ушкӑнпа: 7 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхисем тата 13 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхисем — ӑмӑртӗҫ.

«Фольклор» номинацие суйланисен номерӗ 10 минутран вӑрӑм пулмалла мар теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Халӑх юррисене суйланисем вӑйӑ юрри, хӗр йӗрри, сӑпка юрри, хӑна юрри тата ыттине шӑрантарӗҫ. Эстрада юрӑҫисен тата хореографи номерӗсем те кӑсӑклӑ пулмалла.

Инструментпа калакансем сӗрме купӑспа, тӑмрапа, кӗслепе, параппанпа, тунккипе, тункарпа, шӑпӑрпа, найпа, палнайпа, шӑхличпа, пучпа, кавалпа, купӑспа, шакмакпа, сатарккапа, шӑнкӑравпа тата ыттипе калайӗҫ.

Фестиваль учредителӗсем — Пишпӳлек район администрацийӗ тата асӑннӑ муниципалитетри «Родник» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) агрофирма. Йӗркелӳҫи — Пишпӳлекри культура ҫурчӗ. Мероприятие ирттерме асӑннӑ регионти Культура министерстви, Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ пулӑшаҫҫӗ.

#чӑваш чӗлхи, #культура, #фестивальсем, #чӑвашлӑх, #Пушкӑртстан, #Пишпӳлек

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.05.17 19:59
Николай, ку ӳкерчӗксене пысӑклатма май ҫук-и?

Фестивале хутшӑннисем хӑйсене сайт ҫинче курасшӑн пулӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем