Чӑвашлӑх
![]() Пушкӑртстанра ачасемпе ҫамрӑксен «Силпи асамачӗ» фестивалӗ унччен ака уйӑхӗнче иртекенччӗ. «Кӑҫал хаҫатра унӑн йыхравӗ тата положенийӗ пичетленменнине пула редакцине канӑҫсӑрланса шӑнкӑравлакансем йышлӑланчӗҫ», — тесе асӑннӑ тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫатра ҫырнӑ. Журналистсем фестиваль хӑҫан иртессипе кӑсӑкланнӑ. Вӗсем уявӑн йӗркелӳҫисенчен пӗринпе, Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе, Владимир Яковлевпа ҫыхӑннӑ. «Кӑҫал фестиваль юпа уйӑхӗнче иртӗ. Ҫакӑ акӑ уйӑхӗнче районсемпе хуласенче капла та мероприятисем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ. Кунта культура сферинчи отчетлӑ концертсем, Чӑваш чӗлхи кунӗ тата ытти уяв кӗрет. Ҫавӑнпа та ҫамрӑк чӑваш таланчӗсене чӑтӑмлӑх ҫитерме, кӗркуннеччен пултарулӑхри хавхаланӑва упрама тата ӳстерме сӗнесшӗн», — тенӗ Владимир Матвеевич. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |