Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Шур ҫӑл» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ. Асӑннӑ уяв Пушкӑртстанӑн 9 районӗпе (Ӗпхӳ, Пелепей, Шаран, Ермеккей, Федоровка, Мияки, Мелеуз, Пишпӳлек, Кармаскалӑ) Тутарстанри Анат Чаллӑ хулинчи ачасем пухӑннӑ. 7-18 ҫулхи 178 ача пуҫтарӑннӑ унта. Ҫакӑн пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗ культурине сыхласа хӑварса ӑна тата та паллӑрах тӑвас, тӑван чӗлхене аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва наци культурине юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевсене пурнӑҫлать. «Шур ҫӑл» фестиваль учредителӗсем – Пушкӑртстанри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ, Пишпӳлек район администрацийӗ тата «Родник» агрофирма (ертӳҫи – С.К. Михайлов). Фестиваль ытти ҫулсенче Алексеевка ялӗнчи Панулми пахчинче иртнӗ. Кӑҫал ҫанталӑк сивӗ пулнине кура уява Пишпӳлекри культура керменне пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |