Чӑваш чӗлхи
![]() Кӗҫнерникун, юпан 4-мӗшӗнче, Александр Савельев (Сантӑр Савкилта чӗлхеҫӗ миноритари ("вак") халӑхсемпе чӗлхесен ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явма BBC радиовӗн Мускаври студийӗнче пулнӑ. Сантӑр Савкилта пӗлтернӗ тӑрӑх, BBCӗн The Real Story подкасчӗн кӑларӑмне ҫыртарнӑ. Унта Францире пурӑнакан Розанн Милин бретон чӗлхеҫи, Канадӑри индейсен чӗлхисене тӗпчекен Барбара Мэй Бернхардт чӗлхеҫӗ те хутшӑннӑ. Ертсе пыраканӗ Лондонран иккен. «Эпӗ Альберт Разин, ар (удмурт) халӑхӗн паттӑрӗ, хӑйне ҫунтарса янипе чӑваш чӗлхин кӑткӑс лару-тӑрӑвӗ пирки акӑлчанла сӑмах тытрӑм», — тесе ҫырнӑ чӑваш тӗпчевҫи «Контактра» страницӑра. «Бретон пики хӑйӗн ачалӑхӗ ҫинчен каласа панине илтсен эпӗ хамӑн ачалӑха палларӑм. Пӗрпеклӗхсем, чӑн та, нумай: Францире те, Раҫҫейре те миноритари халӑхсен шӑпи тертлӗ те хӗн-хурлӑ», — пӗтӗмлетнӗ Сантӑр Савкилта. Розанн каланӑ тӑрӑх, юлашки ӗмӗрсенче влаҫсем пирӗн чӗлхене вӗлерес тесе калама ҫук нумай укҫа тӑкнӑ, калама ҫук нумай вӑй хывнӑ. Халӗ вара пире эпир ирӗклӗ упчӑра (обществӑра) пурӑнатпӑр, хӑвӑрӑн чӗлхӗре аталантарас тесен хӑвӑрӑн укҫӑра тӑкӑр, хӑвӑрӑн вӑйӑра хывӑр теҫҫӗ. «Паллах, ҫакӑнпа эпир килӗшме пултараймастпӑр», — татса каланӑ Александр Савельев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |