Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Тамада тыткӑнӗнчи» чӑваш эстради...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.12.2018 03:36 | 2695 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Мӗнпур чӑваш эстради (ытларах пайӗ тейӗпӗр, пурте мар ҫапах та) «тамада тыткӑнӗнче» паян. Кунран-кун туй-ҫуй шурлӑхне путнӑҫем путса пырать вӑл, ӗҫкӗ-ҫикӗ шайӗпе аталанса (е, тӗрӗсрех, аталанмасӑр) пырать». Ҫак йӗркесен авторӗн шучӗпе тӗлӗнмелле тӗрӗс шухӑша тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Чӑнкӑ-чанкӑ. Новые и старые чувашские песни» пабликра хускатнӑ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тахҫан та пӗрре сцена ҫине тухкалани» — пирӗн юрӑҫран чылайӑшне «сӑнара, имиджа тытса пыма кӑна кирлӗ», «ытларах вара вӗсем туй-ҫуй, ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ».

«Юрӑҫсем кӑна та мар, пирӗн Тӑван радио та, Наци радиовӗ те, Чӑваш радио та, икӗ телевиденийӗ те ҫавах — унта ӗҫлекен медиаҫӑсем те тахҫанах радио е телепрограмма ертсе пынинчен ытларах туй е юбилей ертсе пыракансем пулса тӑнӑ. Тата вӗсем ҫакна пытармаҫҫӗ те — социаллӑ медиари ушкӑнӗсенче ҫакна уҫҫӑн рекламӑлаҫҫӗ, телефонӗ-контакчӗсене ҫыраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрин хакӗсем те пур. Урӑхла каласан, чӑваш эстради тахҫанах «сфера услуг» текеннин пӗр пайӗ, пӗр секторӗ пулса тӑнӑ», — пӗтӗмлетнӗ пост авторӗ.

Юрӑҫсем туй-ҫуйпа ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳрени тем пулӗ. Пост авторӗ ҫакӑнта тӗп кӑлтӑка асӑрханӑ: «чӑваш эстрадин тӗп проблеми — «типшӗм», анчах та хавхалануллӑ, мал ӗмӗтлӗ, пултаруллӑ яшсемпе хӗрсем майӗпен «мӑнтӑра» тухса пыни». Тепӗр майлӑ каласан, пултаруллӑ ҫынсемех «паянхи кун юрӑ искусствинчен ытларах пасар ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ». Мӗншӗн тетӗр-и? Пасар ӗҫӗ вӗсене укҫа тума май парать.

#культура, #МИХсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #укҫа-тенкӗ, #юрӑҫсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/newandoldchuvashsong
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Элекçeй // 1370.94.4400
2018.12.16 23:27
Паянхи поп-кĕвĕ-çeмĕн 80 проценчĕ - туй-шуй, укça тĕллевĕллĕ, йăкăл-якăл, ясар-пасар, арçыннăн тата хĕрарăмăн аскăн вăрттăн шухăшĕ çeç. Кунĕн-çĕрĕн унпа, аскăнпа антăхакансене, шел те, чăваш халăхне 1989 çулхи халăx çыравĕнче шута илнĕ 2 млн çынран
1,4 млн юлни, ялсенчи ача сачĕcенче шăпăрлансемпе чăвашла калаçманни, тата темиçe çултан ялсенче чăвашла калаçaкан юлманни пач шухăшлаттармасть.
Agabazar // 2442.53.1843
2018.12.16 23:49
Agabazar
Çуреччĕр. Кама мĕн ĕç? Анчах ун пек çуресе хăйсен ятне тата чăваш ятне ан яччăр. Çавă кăна.

Çынсене усала мар, ырра вĕрентчĕр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем