Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш депутачӗсем чӑвашла кӗнекесем парнеленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.04.2019 17:51 | 2218 хут пӑхнӑ
Культура
Николай Николаев депутат
Николай Николаев депутат

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пирӗн республикӑра «Ачана чӑвашла кӗнеке парнеле» акци пуҫланнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ӑна йӗркелеме Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова сӗннӗччӗ. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗ ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, вӗҫленчӗ.

Акцие хутшӑннӑ май Альбина Егоровна Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ачисемпе тӗл пулнӑ. Унта вӗренекенсем валли вӑл чӑвашла кӗнекесем илсе кайнӑ. ЧР парламенчӗн Экономика политики, агропромышленность копмлексӗн тата экологи комитечӗн ертӳҫи Сергей Павлов Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗренекен 11-мӗш классемпе курнӑҫнӑ. ЧР парламенчӗн Бюджет, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи шкулта 8-мӗш тата 10-мӗш классенче ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ. Николай Курчаткин Ҫӗрпӳри 1-мӗш тата 2-мӗш, Кӑнарти шкулсенче пулнӑ.

Акцие ҫавӑн пекех Федерацин травматоллоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, ЧР парламенчӗн ертӳҫин ҫумӗ – Бюджет, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Юрий Кислов, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров, Шупашкарти 5-мӗш гимнази директорӗ Инна Исаева хутшӑннӑ.

#шкулсем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Кӑшавӑш, #Шупашкар районӗ, #депутатсем, #парламент, #ыр кӑмӑллӑх, #культура, #кӗнекесем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #акци, #Шупашкар, #Вӑрнар, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #ЧПУ, #Кӑнар, #Октябрьски

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем