Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче Парижра чӑвашсен тӗлпулӑвне йӗркелесшӗн. Кун пирки Виктор Чугаров Шупашкар режиссерӗ «Idelreal.org» сайтра пӗлтернӗ.
Ярсубай Янгаров автор режиссёр каланине тӗпе хураса хыпарланӑ тӑрӑх, Парижри тӗлпулӑва Чӑваш культурин Францири «Avan-T-garde» ассоциацийӗн ертӳҫипе Ольга Николаевӑпа йӗркелесшӗн. Виктор Чугаров унта «Чӑваш чӗлхи» фильма малалла ӳкерӗ. Ӑна Берлинта ӳкернине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май каласан, кӑрлач уйӑхн вӗҫӗнче Германири чӑвашсен пӗрремӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Унта 15 ҫын пухӑннӑ. Йышра ҫӗнӗ шухӑш авторӗ Ян Шрёдер нимӗҫ журналисчӗ тата эпир маларах асӑннӑ Виктор Чугаров режиссер та пулнӑ. Ян Шрёдер И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ, кунти телеканалта ӗҫленӗ, чӑваш рэпне вуланӑ.