Шāматкун, кāрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш ачисен клубӗ (вӑл Шупашкарта ӗҫлет) тӑван чӗлхене вēренес шухашлā шӑпӑрлансене хӑй патӗнче пуҫтарӗ.
«Ҫыннӑн пӗр анне. Тӑван чӗлхе те пӗрре. Ӑна упрасси – пирӗн тивӗҫ. Чӗлхе чечекленесси пӗтӗмпех хамāртан килет.
Атте-анне чӗлхи – пирӗн тӑван чӗлхе. Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ», — тесе ҫырнӑ «Аталану» ассоциаци «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче.
Заняти Шупашкарти Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи 212-мēш пулēмēнче иртӗ. Унта икӗ ӳсӗмри ачасене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкāнēн занятийӗ 12 сехетре, аслā ушкāнāн вара 13 сехетре пуҫланē.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 89051987795 тата 89603030880.
Agabazar // 3574.70.1740
2020.01.24 01:48 | |
Тÿрех курăнать, ячĕшĕн, алран кайса пултăр тесе çеç, тунă япала. | |
Agabazar // 3817.64.8335
2020.01.24 15:51 | |
Эпир пурте чăваш ачисем. Чăваш ачи маррисм пирĕн хушăра çук. |