Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Виҫҫӗ-тӑваттӑри ывӑлӗпе вырӑсла калаҫса тӑракан чӑваш хӗрарӑмӗнчен, ма вӑл ачипе чӑвашла калаҫманни ҫинчен ыйтрӑм та вӑл мана ҫапла хуравларӗ: — Ывӑл манпа вырӑсла калаҫнӑран, эпӗ унпа темшӗн элле чӑвашла калаҫаймастӑп ҫав: чӗлхе ҫаврӑнмасть. Именетӗп-ши вырӑсла калаҫакан хамӑн ачапах чӑвашла калаҫма, е урӑх сӑлтавӗ ҫакӑн, анчах ҫакна ниепле те ӑнлантараймастӑп. Шалти тормоз чарать, пӗр сӑмахпа. Тепрехинче ҫамрӑкранпах пӗрне-пӗри пӗлекен юлташ, калаҫӑва чӗлхе проблемисем ҫинчен хускатсан, хӑйӗн сӑмахӗсене пӗртен-пӗр тӗрӗс чӑнлӑх вырӑнне хурса, татӑклӑн тата уҫҫӑн ҫапла каласа хучӗ: — Эпир — чӑвашсем, пирӗн хушша пӗр-пӗр вырӑс е урӑх халӑх ҫынни пырса кӗрсенех, пурте ҫав самантрах вырӑсла калаҫма пуҫламалла. Ҫакӑ вӑл эпир ҫӳллӗ шайри культурӑллӑ ҫынсем пулнине кӑтартать. Эпир ҫак ҫын умӗнче вырӑсла калаҫманни эпир ӑна хисеплеменнине пӗлтерет. — Эпир шутпа нумайраххине курса, пире хисеп туса, ҫак ҫын пирӗнпе чӑвашла калаҫма тӑрӑшмалла мар-шим? — тесе ыйтасшӑнччӗ унран, анчах ӗлкӗреймерӗм: вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе айккинелле пӑрӑнса кайрӗ. Хамӑрӑн чӑвашсемех ҫапла калаҫни тата уйлани пуҫра ҫапла ыйту ҫуратать. Мӗншӗн-ха паянхи чӑваш ялӗсенчи ачасем чӑвашла калаҫма вӗренмесӗр ӳсеҫҫӗ тата, чӑваш ялне пӗр-пӗр вырӑс ҫынни пурӑнма килсен, ял ҫав самантрах «вырӑслана» пуҫлать, ял ҫыннисем вырӑсла калаҫма пикенеҫҫӗ? Уйласа пӑхар. Ҫуралнӑ-ҫуралманах хальхи чӑваш ачи вырӑс чӗлхин ярӑмне кӗрсе ӳкнине пурте куратпӑр ӗнтӗ. Телекурӑмри мультиксем, радио, планшетсем-компьютерсем, «ӑслӑ» ача теттисем..., пурте-пурте вырӑсла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ-юрлаҫҫӗ-ҫке-ха. Ҫакна куракан-итлекен ача вара, никам та ӑна вырӑсла калаҫма вӗрентмесӗрех, хӑех вырӑсла калаҫма вӗренет. Ашшӗ-амӑшӗсемпе аслашшӗ-кукамӑшӗсем те унпа вырӑсла ҫеҫ калаҫнӑран, чӑвашла калаҫманран, ача вырӑс чӗлхине ҫеҫ пӗлсе ӳсет. Аслисем хӑйсен пепкипе чӑвашла калаҫманнин сӑлтавӗ мӗнре-ши ҫакӑн хыҫҫӑн? Ҫӳлте илсе кӑтартнӑ юлташ каланӑ пек, вырӑс сӑмахне илтсенех эпир чӑвашла калаҫма пӑрахакан йӑлара мар-ши, тетӗп эпӗ. Хӑйсен вырӑсла калаҫакан ачи умӗнче те, илсе кӑтартнӑ чӑваш хӗрарӑмӗ калашле, чӑвашла калаҫма именнинче пуль? Инстинктра, урӑхла каласан. Пирӗн чуна тарӑн кӗрсе ларнӑ катӑклӑх комплексӗнче. Ҫапла ӑнланатӑп эпӗ, эпир — чӑвашсем — хамӑрӑн ачасемпе пулсан та чӑвашла калаҫма именнин сӑлтавне. Каккуй унта вырӑс умӗнче чӑвашла калаҫасси ҫакӑн хыҫҫӑн? Вӑтаннипе сехре хӑпать! Кайран вара хамӑрӑн шӗвек чунсене ҫакӑншӑн: «Эпир пысӑк шайри культурӑллӑ ҫынсем пуласшӑн», — тесе йӑпатма тӑрӑшатпӑр. Анчах ҫакӑ пире никам умӗнче те тӳрре кӑлараймасть! Мӗншӗн тесен, хамӑрах куратпӑр, эпир ҫапла пулни пирӗн ачасем чӑвашла калаҫма пӗлмесӗр ӳсни патне тата чӑвашла калаҫма пӗлекен ҫынсен шучӗ чакни патне илсе ҫитерет. Чӑвашла калаҫма пӗлекен ҫынсен шутне чӑвашсене ҫеҫ кӗртместӗп эпӗ, чӑвашла калаҫма вӗреннӗ ытти халӑх ҫыннисене те, ҫав шутра вырӑссене те, кӗртетӗп. Мӗншӗн тесен вырӑс та чӑвашла калаҫма вӗреннинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук, эпӗ ун пек маттур вырӑссене чылай курнӑ. Эсир те курнӑ пуль. Ҫакӑн евӗр вырӑссем хӑйсем вырӑнри халӑхӑн чӗлхине, культурине хисепленине ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Ҫынсем те ун пеккисене юратаҫҫӗ, хӑйсен ҫынни вырӑнне хураҫҫӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, ҫынсем пӗрне-пӗри хисепленине мӗн ҫиттӗр? Эпир- чӑвашсем ытти халӑх ҫыннисене хисеплетпӗр пулсан, лешсем те пире хисеплемелле, тесе шутлатӑп эпӗ. Вӗсем пирӗн чӗлхене пӗлсе пирӗнпе чӑвашла калаҫни туслӑха тата та ҫирӗплетет мар-им? Тепӗр енчен, эпир вырӑссем е урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче вырӑсла ҫеҫ калаҫсан, чӑвашла калаҫмасан, ӑҫтан вӗренме пултарччӑр-ха вӗсем пирӗн чӗлхене? Пултараймаҫҫӗ, паллах. «Сахалрахӑшӗ нумайрахӑшне пӑхӑнать», «кашкӑр кӗтӳне лексен, кашкӑрлах ӳлеме тивет», — текен вырӑс сӑмахӗсене пурте илтнӗ ӗнтӗ эпир. Апла пулсан, чӑваш ялне е чӑваш ушкӑнне пырса лекнӗ урӑх халӑх ҫынни умӗнче ма-ха эпир хамӑр чӗлхепе калаҫма пӑрахмалла? Пачах урӑхла, ун умӗнче тата унпа чӑвашла калаҫса, ӑна та хамӑрӑн чӗлхене вӗрентме тӑрӑшмалла мар-им? Ушкӑнри е чӑваш ялӗнчи «сахалрахӑшӗ»-ҫке вӑл мӗншӗн тесен. Урӑхла каласан, «ытларахӑшне» пӑхӑнмалла вӑл, вӗсем пек калаҫма тӑрӑшмалла, вӗсен чӗлхине вӗренмелле. Палланӑ учительницӑна куртӑм. Чӑваш чӗлхи учителӗ пулмасан та, тӑван чӗлхешӗн питӗ пӑшӑрханать вӑл. «Пирӗн хушша е пирӗн ялсене пырса кӗнӗ ҫынсемпе тата хамӑрӑн ачасемпе-мӑнуксемпе чӑвашла калаҫмасӑр, эпир хамӑрӑн чӗлхене сутатпӑр», — терӗ вӑл. Тӗрӗсрех калаймӑн. Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелли юлать. Операципе е операцисӗрех иртӗ-ши ку чир? Ӑҫта тухтӑр?
Аркадий Русаков, Пушкӑртстан. | ||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
<br>Ачасене чӑваш пулса ӳстерессине пӗр ашшӗ-амӑшӗ ҫине тиемелле мар. Тӑхӑрвунтӑхӑр процент чӑваш пуласси шкула каичченхи тапхӑртан килеть. Ҫавӑн чухнех чӑваш ачисен ӳстерсе вӗрентмелли процессра ытларах пайӗ тӑван чӗлхе пулмалла. Кайран, шкулсенче хутте пилӗк чӗлхе вӗрентӗр. Тем тесен те паян чӑваш пулслӑхӗ ялсенче кӑна мар ытларах хуласенче. Хуласенче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмасан ытти ниме те тӑман калаҫу пулӗ. Чӑваш театӑрӗ тесе ылтӑнран шӑратса ҫырма пултаратӑр,Акатуйне те эрнере пӗрре ирттерӗр, Сурхурине те ерне хушши уявлӑр,анчах пӗтӗмпех кая пулӗ. Мӗншӗн тесен чи кирли пирки ,ачасем пирки "манса кайса", чӑваш чӗлхи пирки калаҫни вырӑнсӑр.