Культура
![]() Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Варкӑш» клуб хастарӗсем черетлӗ кӗнекене сӳтсе явма пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсем Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине тишкерӗҫ. «Мӗн-ши вӑл Тӑрачул? Меселпуҫӗнчи шкул музейӗнче хӗрарӑмӑн чул кӳлепи пур. Пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗртех ӑсталанӑ-мӗн ӑна. Ҫав кӳлепе пирки илемлӗ легенда упранать халӑхра...» — тесе ҫырнӑ Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекен Ольга Тимофеева Фейсбукра. Чӑвашла вулама юратакансем те «Варкӑш» клуб ӗҫне хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки те пӗлтернӗ вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева. Чӑвашла вулакансене, Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекипе паллашнисене, пичет кӑларӑмне тишкерме, сӳтсе явма, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Тутарстанри наци шкулӗсенче тӑван чӗлхепе литература урокӗсене вӗрентекен педагогсене пухнӑ. Ҫавсем хушшинче чӑваш, мари, удмурт вӗрентекенӗсем пулнӑ. Хусанти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентекенсем квалификацие ӳстермелли курса пуҫтарӑннӑ. Юлташла тӗл пулӑва Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш, мари, удмурт секцийӗсем хутшӑннӑ. Ирина Трифонова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗп яваплӑха хӑйсем ҫине чӑвашсем илнӗ». Мероприятие ЧНКА ӗҫтӑвком председателӗ Владимир Иванов, «Сувар» хаҫат тӗп редакторӗ Константин Малышев, Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ Николай Сорокин, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн председателӗ Александр Семенов, ЧНКА Ӗҫтӑвком пайташӗ Вера Юнусова, «Аталан» чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Алена Гордеева хутшӑннӑ. Чӑваш вырсарни шкулӗн пурнӑҫӗпе Сильвия Чаркина паллаштарнӑ. Вырсарни шкулне ҫӳрекен шӑпӑрлансем чӑвашла сӑвӑ-юрӑпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗнче тетелӗнче, уйрӑмах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче, чӑвашла ушкӑнсем юлашки ҫулсенче йышланса кайнине ырламалла кӑна. Вӗсенчен хӑшӗсене журналистсем тытса пыраҫҫӗ, теприсене — юрӑҫсем. Хастар ҫамрӑксем те ун пек пабликсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пек ушкӑнсенчен пӗринче Алексей Шадриковӑн «Хыт хура» юррине вырнаҫтарнӑ. Ҫӳле: «Ҫӗнӗ юрӑ», — тесе ҫавӑрттарса хунӑ. Юрӑри «Ах, мӗн-ма-ши ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере Пире валли пӗр чӗптӗм те телей ҫук?..» текен икӗ йӗркене вуласан пӗр 15 ҫул каялла, тен, ытларах та пулӗ, хам юратса итлекен тата ӑшӑмра ӗнӗрлекен юрра аса илтӗм. «Пуҫа ҫума ҫумӑр шывӗ пуҫтарам. Ӑш ҫуннине ҫӑл шывӗпе пусарам. Ҫумӑр сивӗ сиплӗ теҫҫӗ, ӗҫме ҫук. Ҫӑл шывӗнчен уҫӑраххи ним те ҫук», — паян та манӑҫман юратнӑ юрӑ сӑмахӗсем. Ӑна Светлана Асамат шӑрантаратчӗ. Паянхи ҫамрӑксемшӗн тата Алексей Шадриков юрӑҫ репертуарӗшӗн вӑл юрӑ, чӑн та, ҫӗнӗ пулӗ. Анчах пирӗншӗн, аслӑраххисемшӗн, палланӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫухалнӑ ҫынсене шыракан «Лиза Алерт» ушкӑн Росстат пӗлтерни тӑрӑх шухӑша путаракан пӗр факт илсе кӑтартнӑ. Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 22,6 проценчӗн централизациленӗ канализаци ҫук иккен. Вӗсенчен чылайӑшӗн чавса тунӑ шӑтӑксемпе усӑ курма тивет. «Пире, «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрядне, ку цифра уйрӑмах хумхантарать. Пирӗншӗн ку вӑл — гигина тата аталану ыйтӑвӗ ҫеҫ мар, ачасем хӑрушлӑха лекни те», — тесе ҫырнӑ шыравҫӑсем хӑйсен страницинче. «Лиза Алерт» хастарӗсем шырама хутшӑннӑ ачасене ялти туалетсенче пӗрре кӑна мар тупнӑ иккен. Ун пекки шкул территорийӗсенче те пулнӑ. «Лиза Алерт» 2018 ҫулта МИХсене лекнӗ тӗслӗхсене (чӑннипе ытларах пуль теҫҫӗ) илсе кӑтартнӑ: — арҫын ача, 4 ҫулта, Брянск облаҫӗ (шкул туалечӗ), — хӗрача, 16 ҫулта, Ростов облаҫӗ, — арҫын ача, 10 ҫулта, Свердловск облаҫӗ, — арҫын ача, 6 ҫулта, Волгоград облаҫӗ, — арҫын ача, 2 ҫулта, Самар облаҫӗ, — арҫын ача, 7 ҫулта, Ӗрӗнпур облаҫӗ, — арҫын ача, 4 ҫулта, Волгоград облаҫӗ… Инкек ан пултӑр тесен асӑрханма: туалет шӑтӑкне пӗчӗк тума, ача-пӑча пули-пулми кӗрсе каясран питӗрсе тӑратма т. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче паллӑ политика ӗҫченӗ Леонид Прокопьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу иртнӗ. Унта Леонид Прокопьевичӑн ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем аса илнӗ. Леонид Прокопьев Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл тӑван халӑхшӑн, республикӑпа унӑн тӗп хулишӗн нумай тӑрӑшнӑ. Леонид Прокопьев 1975-1989 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Министрсен Совечӗн председателӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра Чӑваш Енре тӗрлӗ ҫурт-йӗр, ытти объект хута янӑ. «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗ Роза Власова аса илӳ каҫне пухӑннисем политика ӗҫченне халӑха итлеме тата ӑнланма пӗлнӗ ертӳҫӗ тесе хакланине пӗлтернӗ. Янмурҫинсем Леонид Прокопьев скверне тума ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки Янмурҫинта пурӑнакан Вениамин Сидоров каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар районӗнче тислӗк тирпейлеме пуҫлӗҫ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ районти «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ. Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнчи «Юрма» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ ырӑ мар шӑршӑ таврана сарни пирки пӗр вӑхӑтра халӑх хытах шавларӗ. Ял хуҫалӑх предприятине хуптарас тесе петици ҫыракансем те тупӑннӑччӗ. Ку лару-тӑрӑва республика ертӳҫисем таранах тишкерме тытӑннӑччӗ. Кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлекен предприяти валли «Юрмана» укҫа уйӑрса пулӑшасси пирки те калаҫу тухнӑччӗ. Чӑх-чӗп тирпейлекен предприятие Хурӑнлӑх ялӗ патӗнче тӑвасшӑн. Паянхи куна илсен строительство ӗҫӗсем пуҫланнӑ-мӗн. Ҫурт ҫине «Цех переработки помета №1» (чӑв. — Каяша тирпейлекен 1-мӗш номерлӗ цех) тесе ҫырнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колоние пысӑк партипе телефон таврашӗ турттарса кӗме хӑтланнӑ. Анчах унта тӑрӑшакан оперативлӑ ӗҫченсем ҫула пӳлнӗ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, колонире айӑплава ирттерекенсен аллинче пулма юраман япаласене промышленность зонине илсе кӗртме хӑтланнӑ. Гидравлика поршенӗсене лайӑхрах тӗрӗсленӗ чухне унта тем те пӗр сиксе тухнӑ: телефонсем, аккумуляторсем, наушниксем... Тата тӗрӗсрех каласан, 49 карас телефонӗ, карас телефонӗсем валли 13 аккумулятор батарейи, 7 мӑшӑр наушник, 26 зарядка хатӗрӗ, 5 карт-ридер, 9 флеш-карта тата 14 SIM-карта. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку фактпа тӗпчев пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мишуково ялӗ Чӑваш Енри 83 ялпа поселок цифра телекуравӗн сигналне йышӑнмалли зона тулашӗнче юлать. Утмӑл ытла ялпа поселок сигнала кӳршӗ регионсенчен илейрет иккен. Цифра телекуравӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва паян Правительство ҫуртӗнче черетлӗ хутчен сӳтсе явнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Республикӑн информполитика министрӗ Михаил Анисимов Чӑваш Ен чиккисенче вырнаҫнӑ ултӑ теҫетке ытла ял сигнала кӳршӗ регионсенчен йышӑнаяссине ӗнентернӗ. Тӗслӗх вырӑннӗ Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялне асӑннӑ. Унтисем Мордва Республикинчи антенӑпа усӑ курайӗҫ. Кунсӑр пуҫне республикӑри кабель телекуравӗн 19 операторӗнчен тӑваттӑшӗ цифра телекуравӗ ҫине куҫма хатӗр иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Пассажирсене йӗркене пӑсса турттаракан водительсем, шел те, пур. Шӑпах унашкаллисене тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем. Ҫак канмалли кунсенче, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ҪҪХПИ инспекторӗсем Патӑрьелтен Мускава кайма тухнӑ микравтобуса документсене тӗрӗслеме чарнӑ. Водитель пассажирсене йӗркене пӑсса илсе ҫӳрет-мӗн. Ҫитменнине, микроавтобуса урӑхла туса хунӑ: салонра лармалли тепӗр 3 вырӑн вырнаҫтарнӑ, ҫывӑрмалли вырӑн та пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе административлӑ материалсем хатӗрленӗ. Водителӗн услам тӑвасси пулман – ӑна Канаш районӗнчи полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. ____ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗнче ҫухалнӑ икӗ арҫыннӑн виллисене тупнӑ. Вӗсем – йӗкӗреш, 1956 ҫулта ҫуралнӑскерсем. Ҫак йӗкӗреш Шупашкарта пурӑннӑ. Пӗр кунхине, акан 6-мӗшӗнче, вӗсем Етӗрне хули ҫывӑхне, Сӑр юханшывне, пулла кайнӑ. Хайхискерсем каҫхине ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Пӗрин арӑмӗ йӗкӗреш ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине Сӑр юханшывӗнче икӗ арҫын виллине тупни пирки хыпар ҫитнӗ. Кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем пӑр айне анса кайнӑ, ҫыран хӗррине тухайман – ҫавӑнтах шӑнса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |