Спорт
![]() Ведомство сайтӗнчи сан Пушӑн 26-мӗшӗнче ЧР Спорт министерствин коллегийӗ пӗлтӗр чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ спотсменсемпе тренерсен ячӗсене пӗлтернӗ. Ведомство шухӑшӗпе, чи лайӑх спортмен ятне Татьяна Акимова биатлонистка, Лана Прусакова фристайлҫӑ, Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлет тивӗҫ. Вӗсем пурте – тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем. Адаптивлӑ спортра вара чи лайӑххисем ҫаксем пулнӑ: Сергей Абозин (хӑлха илтеменнисен спорчӗ), Илья Паргеев (парабидмантонист). Ирӗклӗ кӗрушӳҫӗсенчен Евгений Захарченкӑпа Мария Кузнецовӑна палӑртнӑ. Александр Козлов йывӑр атлет, Анастасия Кирилловӑпа Вера Лоткова самбистсем те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарнӑ. Чи лайӑх тренерсем – Никита Васильев (фристайл), Сергей Пегасов (самбо тата дзюдо). Сусӑрсене ӑмӑртусене хатӗрлесе Алексей Атласкин тата Григорий Сергеев тренерсем палӑрнӑ. Спорт резервне хатӗрлекенсенчен Геннадий Иванова тата Ольга Смирновӑна палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Брянскра ҫӗрулми туса илес ӗҫ лайӑх пынине ырласа калаҫнӑччӗ. Ку хыпар та ҫак тӑрӑхри ҫимӗҫ пирки пулӗ, анчах хальхинче – савӑнтараканни мар. Россельхознадзор ӗҫченӗсем Чӑваш Енри лавккасенче Брянск облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ, сывлӑхшӑн сиенлӗ сырсем тупса палӑртнӑ. Вӗсенче сывлӑха начар витӗм кӳрекен ӳсен-тӑран ҫӑвӗсем пур. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет. Ҫак сырсене Шупашкарти тата Канашри лавккасенче тупнӑ. Вӗсем «Сыр Российский», «Просто Народный», «Сыр Российский полутвердый» ятлӑ. Вӗсенче стерин тупса палӑртнӑ. Унпа медицинӑра, косметикӑра усӑ кураҫҫӗ, апат-ҫимӗҫе яраҫҫӗ. Анчах, фитостеринсем холестерин шайне пӗчӗклетнине калаҫҫӗ пулсан та, вӗсем чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене аталанма пулӑшаҫҫӗ. Ҫапла майпа Брянск тӑрӑхӗнчен кӳрсе килнӗ сыр ГОСТпа килӗшсе тӑмасть. Нормӑра палӑртнӑ тӑрӑх, сырта фитостеринсем пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Хӗрле Чутай район администрацийӗ 1,7 миллион ытла тенкӗпе кроссовер туянма хатӗрленни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе тӳре-шара ку ӗмӗте пурнӑҫлаймӗ-ха — Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ аукциона пӑрахӑҫлаттарма ыйтнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, администраци закупкӑра каталогра ҫук характеристкӑсем кӑтартнӑ: тӗслӗхрен, машинӑна хӑҫан туса кӑларни, кузов тӗсӗ, двигатель калӑпӑшӗ, передачӑсен хисепӗ, автомобиль калӑпӑшӗ тата ытти те. Документацире закупка планӗ, план-график, закупка тумалли извещени те ҫук. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, документацире ҫырса кӑтартнӑ тавар пӗр производителӗннипе ҫеҫ пӗр килет. Ыттисем те ҫак требованисемпе тавар сӗнме пултарнине ӗнентерекенни ҫук. Ведомство предписани ҫырнӑ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, заказчикӑн ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен «электронлӑ аукциона пӑрахӑҫласа» йӗркене пӑснине пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑмӑршӑри полицейски 48 ҫулти хӗрарӑма кӳреннӗ. Ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах судах ҫитнӗ. Пакунлипе хӗрарӑм хушшинчи ӑнланманлӑх кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вырӑнти район пульницинче чирлисене йышӑнмалли уйрӑмра сиксе тухнӑ. 48-ти хӗрарӑм хӗрӗнкӗ пулнӑ-мӗн (ҫакна суд та ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет) полицейские усал сӑмахсемпе кӳрентернӗ. Хӗрарӑм ятланине ытти ҫын та илтнӗ. Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне тунман. Хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан влаҫ ҫыннине кӳрентернӗшӗн хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 319-мӗш статйипе айӑпласа 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыракансем авточупу йӗркеленӗ. Вӗсем ҫула пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. 219 кунта 10 пин километра парӑнтарма, 27 хулана ҫитме палӑртнӑ. Проекта хутшӑнакансем ҫав вӑхӑтра Владивосток, Уссурийск, Хабаровск, Биробиджан, Благовещенск, Чита, Улан-Удэ, Иркутск, Красноярск, Кемӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ялуторовск, Курган, Челябинск, Ӗпхӳ, Ижевск, Хусан, Шупашкар, Пенза, Саранск, Чулхула, Ярославль, Вологда, Питӗр, Нарва, Таллин хулисенче пулӗҫ. Шупашкара ушкӑн пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехете ҫитмелле. Виҫӗ «ГАЗ» автомобильпе вӗсем «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчи стоянкӑна пырса чарӑнӗҫ. Вӗсемпе тӗл пулма кашнинех май пур. Курма пыракансемпе проекта хутшӑнакансем тӗрлӗ акци ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пуҫлӑха тӳрре кӑларман. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӳсӗр ҫын ҫине машинӑпа пырса кӗнӗ. Инкек Патӑрьел районӗнче «Калинино-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Тойота-Камри» машинӑна тытса пыракан 31 ҫулти арҫын ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Машина айне лекнӗ 51 ҫулти этем сусӑр пулса юлнӑ. Машина рульне тытса пынӑ Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнман иккен. Чылай экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем машина ытла хӑвӑрт пынине палӑртнӑ. Айӑпне йышӑнман пулин те руль умӗнчи ҫын шар курнӑ арҫынна 100 пин тенкӗ укҫа куҫарса, эмел, сусӑр кӳми туянса панӑ. Патӑрьел район сучӗ водителе каҫарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫав приговора пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче Алексей Ладыков сити-менеджера пулӑшса пыракансене шыраҫҫӗ. Тӗрӗссипе, унта ытти специалиста та ӗҫе йышӑнассине пӗлтернӗ-ха. Ҫав йышра — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн икӗ ҫумӗн вакансийӗ пур. Вӗсенчен пӗри — экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе тӑрӑшаканни, тепри — архитектурӑпа хула тӑвас енӗпе тӑрмашаканни. Хула администрацине ӗҫе вырнаҫас текенсен конкурса документсене ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, «Дорэкс» общество (ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырнӑччӗ), Ҫӗр управленийӗн тата Закупкӑсене оптимизацилес енӗпе ӗҫлекен центр ертӳҫисене те шыраҫҫӗ. Малтан каланин документсене ака уйӑхн 3-мӗшӗччен хатӗрлемелле, тепӗр иккӗшӗн — ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче юр ҫуса лартни савӑнтармарӗ-и? Ан кулянӑр, ака уйӑхӗнче ҫанталӑк самай лайӑхланасса шантараҫҫӗ синоптиксем. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех ҫанталӑк лайӑх енне улшӑнӗ. Кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ, сывлӑш температури кӑнтӑрла 5-10 градус тӑрӗ. Акан 5-18-мӗшӗсенче юр та, ҫумӑр та ҫумӗ. Акан 8-мӗшӗнчен пуҫласа термометр 15 градус ӑшӑ таранах ҫитме пуҫлӗ, каҫсерен шӑнтмӗ. Акан 12-мӗшӗ тӗлне юр ирӗлсе пӗтмелле, пӑр каймалла. Уйӑх варринче кӑштах сивӗтӗ. Уйӑх тулсан, акан 19-мӗшӗ хыҫҫӑн, ҫумӑр ҫукалӗ, аслати авӑтма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 15-20 градус таранах ӑшӑнӗ. Уйӑх вӗҫӗнче каллех кӑштах сивӗтӗ. Синоптиксем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗ сивӗ килме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тӗмен хулинчи чӑвашсем паян унти хастар чӑваша Виталий Парфенова тӑван тӑрӑхне, Тутарстана, юлашки ҫула ӑсатнӑ. Кун пирки Тӗменти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Вырсарни кун Чӑваш культура центрӗнче ӑна асӑнса кӑнтӑрлахи апат йӗркелӗҫ. Тӗмен енчи чӑвашсен пӗрлехне йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ Виталий Парфенов пурнӑҫран пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. «Тӑван» ассоциацин хастар пайташӗ пулнӑскер 1954 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Киремет ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче физик специальноҫне алла илнӗ. Техника ӑслӑлӑхсен кандидачӗ Тӗменти патшалӑхӑн нефтьпе газ университетӗнче промышленность экологийӗн кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Иртнӗ вырсарникун, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта бодибилдинг енӗпе ӑмӑртусем пулнӑ. Унта хутшӑнакан хӗрсем хӑйсен кӗлетке илемлӗхне кӑтартнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн уҫӑ кубокӗ хальхинче тӗп хулари Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 70 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Киров, Чӗмпӗр, Иваново, Пенза, Мускав облаҫӗсенчен, Пермь крайӗнчен, Тутар, Мари, Мордва, Пушкӑрт республикисенчен, Чулхуларан, Аҫтӑрхантан тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен килсе ҫитнӗ. Палӑртса хӑвармалла, жюри членӗсем хӗрсен ӳт-пӳ илемлӗхне, мышцисен килӗшӳлӗхне тата вӗсем сцена ҫинче хӑйсене мӗнле тытнине хак панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |