Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 17 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Библионочь – 2019» (чӑв. Библиокаҫ — 2019) пӗтӗм Раҫҫейри акци иртӗ. Хальхинче унӑн темине «Весь мир – театр» (чӑв. — Пӗтӗм тӗнче — театр) тесе палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ тӗрлӗ мероприятипе пуян пулӗ. Театр ӳнерне юратакансем те, классика кӗвви-ҫеммине кӑмӑллакансем те вӑхӑта савӑк ирттерӗҫ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова та пулӗ. Вӑл «Ман поэзи театрӗ» кӗнекипе паллаштарӗ. Унпа паянхи театра тишкерме май килӗ.

Артист пулма ӗмӗтленекенсене Шупашкарти «Ералаш» студи валли суйласа илӗҫ. Конкурса хутшӑнакансен е сӑвӑ, е басня вуласа кӑтартмалла. Кастинга 5 ҫултан пуҫласа 25-чченхисем таранах хутшӑнайӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Автомашинӑллӑ ҫынсем хайсен тимӗр утне лартма темле май та шыраса тупаҫҫӗ. Сӗмсӗртереххисем вырӑн ҫук тесе тротуар ҫинех хӑпарса каяҫҫӗ, подъезд алӑкӗ умне те вырнаҫтараҫҫӗ. Теприсем вара пушӑ вырӑна сӑнчӑртан карта тытса ҫавӑраҫҫӗ е кивӗ урапа хурса паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен вырӑнӗ тесе куҫ хывнӑ тӗле машина номерне ҫырса ҫакакансем те пур.

Ҫавӑн пек парковкӑсене пӗтерес тесе Шупашкар хула администрацийӗнче рейдсем ирттереҫҫӗ. Апла тума Алексей Ладыков сити-менеджерах хушнӑ иккен.

Нумаях пулмасть тӗрӗслевҫӗсем тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнче тата Гастелло урамӗнче пулнӑ. Сӑнчӑр карнисене ватса тухнӑ. Кун валли лум тата болгарка кирлӗ пулса тухнӑ. Сӳтнӗ-ватнӑ япаласене тиесе кайнӑ.

 

Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланине, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын ывӑлӗн 1,5 пин тӑваткал метр ҫӗр пур тесе хут хатӗрлеттернӗ. Ку вӑл вунӑ ҫул каяллах пулнӑ. Ҫапла ҫырма вӑл администрацинче ӗҫлекен специалиста хушнӑ. 25 пин тенкӗ ытларах тӑракан ҫӗр лаптӑкне кӗҫех ывӑлӗн ячӗпе регистрацилеттернӗ. Ҫӗр вара Йӗпреҫ район администрацийӗн пулнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, ӑна Йӗпреҫ район судне ярса панӑ.

 

Статистика

2013 ҫулта Шупашкар хули «Раҫҫей хули – наци суйлавӗ» конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Кӑҫал та, хӑйӗн юбилейлӑ ҫулталӑкӗнче, тӗп хуламӑрӑн малти вырӑна тухас шанчӑк пысӑк: хальлӗхе вӑл танлаштарӑмра пӗрремӗш.

Шупашкаршӑн 143,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Палӑртмалла: юлашки уйӑхра уншӑн 26,5 пин ҫын сасӑ панӑ.

Хальлӗхе иккӗмӗш вырӑнта – Владивосток, уншӑн 70,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Пенза хули, 59,2 пин сасӑ пухнӑ.

Шупашкаршӑн сасӑлӑр, конкурс вӗҫлениччен вӑхӑт пур-ха. Аса илтерер: вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче старт илнӗ те раштавӑн 30-мӗшӗнче вӗҫленет. Танлаштарӑма 2012 ҫултанпа тӑваҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри полицейски Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна тӑванӗн вил тӑприне тупма пулӑшнӑ. Ҫавӑншӑн арҫын Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ячӗпе тав ҫырӑвӗ шӑрҫаланӑ.

«Полицейские тавах. Вӑл ман пиччене (тен, шӑллӗ-ши. Брат тенӗ те. — Асӑрхаттарӑвӗ авторӑн) пытарнӑ вырӑна шыраса тупрӗ кӑна та мар, вӑл вилни ҫинчен калакан свидетельство дубликатне илме те пулӑшрӗ», – ҫырнӑ ҫырура.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти арҫын хӑйӗн тӑванне ӑҫта пытарнине пӗлесшӗн пулнӑ. Лешӗ ҫак ҫул пуҫламӑшӗнче чире пула вилнӗ. Ӑна Челепи облаҫӗнче пытарнӑ.

Вилнӗ арҫын вил тӑприне тупма пултарни — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗ.

 

Республикӑра

«Старко» строительство компанийӗ 105 ӗҫченне шалу тӳлемен. Пӗлтӗрхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче парӑм 5,6 миллион тенке ҫитнӗ.

Прокуратура строительство компанийӗн ертӳҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, ӗҫ укҫин парӑмне шыраса илмешкӗн суд хушӑвӗсем пама суда заявлени янӑ. Директора РФ КоАПӗн 5.27-мӗш статйин 5 тата 6-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн административлӑ явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ.

Прокуратура «сӑмса чиксен» кӑна «Старко» ертӳҫи ӗҫченӗсен умӗнчи парӑма татнӑ. Тепӗр тесен, ку – пӗртен-пӗр тӗслӗх мар, компани унччен те прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ шалу парӑмне татни пулнӑ. 2016 ҫулта 400 ҫын умӗнче 10,5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru архивӗнчи сӑн
cap.ru архивӗнчи сӑн

Ҫуркунне ҫитнӗ май ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫлаҫҫӗ. Республикӑра кунашкал тӗслӗх пулнӑ ӗнтӗ. Улатӑр районӗнче курӑк ҫунни пирки ҫак кунсенче хыпарланӑччӗ.

Аса илтерер: тунтикун Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ку каҫхине пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ.

Ку эрнере юнкун каллех кунашкал тӗслӗхе шута илнӗ. Хальхинче те Улатӑр районӗнче пулнӑ ку, Ахматово ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк чӗрӗлсе кайнӑ. Ҫулӑм пӗр гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем ӑна сӳнтернӗ.

Тепӗр хутчен палӑртса хӑварар: ҫак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечӗ республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнӑ май сезон палӑртнӑ: вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫланӗ.

 

Спорт

Спортра – ырӑ хыпар. Чӑваш Енри икӗ автоспортсмен «Спорт мастерӗн кандидачӗ» разряда илнӗ. Хушӑва ЧР спорт министрӗ Михаил Богаратов алӑ пуснӑ.

Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, ку ята Андрей Леонидович Васильев тата Даниил Вадимович Слепов тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енри ҫак икӗ спортсмен питӗ маттур. Вӗсем республикӑри ӑмӑртусене те, ытти тӑрӑхра иртекен тупӑшусене те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Юлашки вӑхӑтра пӑр ҫинчи чупу енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче 1400 класра Андрей Васильев виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Даниил Слепов вара 5-мӗш вырӑна тухнӑ.

 

Хулара

Шупашкарта каллех минӑсем хуни пирки хыпар сарӑлма пуҫланӑ. Кунашкал пӗлтерӳ организацисен электронлӑ почтине килет.

Аса илтерер: кун пек пӑтӑрмах кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Ун чухне Шупашкарти 11 шкула, хӑш-пӗр суту-илӳ ҫуртне мина хуни пирки электронлӑ почтӑна пӗлтерӳ килнӗ. Йӗрке хуралҫисем ачасене, суту-илӳ ҫурчӗсенчи ҫынсене урама кӑларнӑ, кинологсем йытӑсемпе мина хунипе хуманнине тӗрӗсленӗ.

Хальхинче вара кунашкал хыпар «Мередиан» суту-илӳ комлексне, Хулари 1-мӗш клиника пульницине, Республикӑри пульницӑна, Гладков урамӗнчи инфекци пульницине, Правительство ҫуртне ҫитнӗ. Каярахпа хула администрацине, Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ тӗп пульницӑна та мина хуни пирки пӗлтернӗ.

 

АКА
12

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай?
 Аркадий Русаков | 12.04.2019 13:41 |

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Чӑваш халӑх сайтӗнче Германири Визбаден хулинче Клара Адягаши венгр тӗпчевҫин «Chuvash Historical Phonetics» кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен пӗлтернине астӑватпӑр-ха. Унта чӑваш фонетикин историлле аталанӑвне тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе автор тӗнчери тӗрлӗ чӗлхере упранса юлнӑ чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ курнӑ тенӗччӗ. Асӑрхӑр: ҫак кӗнекере чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесенчен кӗнӗ сӑмахсем пирки мар — тӗнчери ытти чӗлхесене кӗнӗ тата паянхи кун та ҫав чӗлхесенче пур чӑваш сӑмахӗсем пирки калаҫу пырать иккен! Ҫакӑ чӑваш чӗлхине нумай-нумай ют сӑмах кӗнӗ тенине илтме хӑнӑхнӑ пирӗн чӑвашла хӑлхасемшӗн тӗлӗнмелле пек илтӗнмест-и? Сенсаци пек. Шухӑшласан, чӑнах та ӗнтӗ, мӗн кӑна илтместпӗр-ха, вуламастпӑр-ха эпир? Имӗш, чӑваш чӗлхине мӗнле кӑна чӗлхесенчен кӗмен тӗрлӗ сӑмах: перс чӗлхинчен те, китай чӗлхинчен те, монгол чӗлхинчен те, араб чӗлхинчен те, инд чӗлхинчен те… Каласа пӗтереймӗн! Пулӗ те! Анчах хисеплӗ филологи докторӗ, профессор, Венгри наука академийӗн пайташӗ Клара Адягаши вара чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесене кӗни ҫинчен калать! Тӗлӗнтермӗш мар-и ҫакӑ?

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 1818, 1819, 1820, 1821, 1822, 1823, 1824, 1825, 1826, 1827, [1828], 1829, 1830, 1831, 1832, 1833, 1834, 1835, 1836, 1837, 1838, ... 3901
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 25

1957
68
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
53
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
44
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...