Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Андрей Александров малашне те ҫав должноҫре пулӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра вырнаҫтарнӑ пост тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Михаил Васильевич ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Александровӑн полномочине тӑсма Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ пӗлӳ министрӗ Михаил Котюков приказӗпе ҫирӗплетнӗ. «Университет малашне те ҫирӗппӗн аталанса пырасса, пысӑк квалификациллӗ, ӗҫ рынокӗнче кирлӗ специалистсене туптакан никӗс пулса юласса шанатӑп», — тенӗ Михаил Васильевич. Чӑваш Ен Элтеперӗ студентсене те (ЧПУра вӗсен йышӗ 18 пинпе танлашнине палӑртнӑ), профессорсемпе преподавательсене, ӗҫ коллективне те Андрей Александрова ректорта хӑварнӑ ятпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрне ҫӳрекен шӑпӑрлансем пӗлтӗрхи ҫуллахи пӗр кунхине харсӑрланнӑ. Урама уҫӑлма илсе тухнӑскерсем веранда хыҫне кайнӑ та ача пахчин картин леш енче ларакан машинӑна чулпа пеме тытӑннӑ. Автомобиль сигнализацийӗ темиҫе хут та ӗҫлесе кайнӑ. Пӗчӗкскерсем пӗрех чарӑнман. Кантӑка ватни, сӑрӑна сиенлени пирки транспорт хуҫи пакунлисене пӗлтернӗ. Полици машинӑна ача пахчине ҫӳрекен икӗ шӑпӑрлан сӑтӑр кӳнине палӑртнӑ. Машина хуҫи пӑтӑрмах пирки судах ҫитнӗ. Унта вӑл тӑкака ача пахчинчен шыраса илме ыйтнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшне те ответчик евӗр тунӑ. Шупашкар хулинчи Мускав район сучӗ тӑкака ача пахчинчен шыраса илме йышӑннӑ. Шӑпӑрлансем ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ-ҫке, ашшӗ-амӑшӗпе мар. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Спорт
![]() Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александра Козлова Европӑра йывӑр атлетика енӗпе кӑҫал иртекен чемпионата хутшӑнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме тивӗҫнӗ. Етӗрне районӗн хӗрӗ В. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти Олимп резервӗн училищин стажерӗ шутланать. Пултарулӑхне Шупашкарти Валериан Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче туптать. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александра аслисен Европа чемпионатне унччен хутшӑнман. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл 23 ҫулчченхи юниорсен Европӑри ӑмӑртӑвӗнче вӑй виҫнӗ. Геннадий Иванов тренер патӗнче ӑсталӑха алла илекенскер 63 килограмчченхи виҫере ун чухне кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. 21 ҫула ҫитиччен юниоркӑсен Европа чемпионатӗнче (ӑмӑрту Албанире 2017 ҫулта иртнӗ) хӗр ылтӑна тивӗҫнӗ. Хальхи чемпионат Грузири Батуми хулинче ака уйӑхӗо 6-13-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паянтан, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, вырӑнти ял хуҫалӑх продукцине сутмалли «Ҫуркунне – 2019» уйӑхлӑх пуҫланнӑ. Акципе килӗшӳллӗн, суту-илӳ точкисем тӑватӑ вырӑнта ӗҫлӗҫ. Мускав районӗнче ял хуҫалӑх продукцине икӗ адреспа туянма май пур, Ленин тата Калинин районӗсенче пӗрер вырӑнта сутӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Вырӑнти хуҫалӑхсен продукцине туянас килсен Шупашкарта ҫак вырӑнсене ҫитмелле: «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи «Дар» тулли мар яваплӑ общество, «Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗ, «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗ умӗнчи лапам. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел район прокуратури асӑннӑ тӑрӑхри тӳре-шара ӗҫри машинӑпа канмалли кун усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Ҫӳллех мар вырӑнта ҫемҫе пукан йышӑнаканскерсем ҫапла хӑтланнине надзор органӗ коррупци тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗсене пӑсни тесе хакланӑ. Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ канмалли кун Патӑрьел район территорийӗн тулашне ӗҫри машинӑсемпе кайнӑ иккен. Ҫав ҫулҫӳрев ӗҫпе ҫыхӑнман-мӗн. Прокуратура ҫакна Раҫҫейӗн Административлӑ кодексӗн 19-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать тесе йышӑннӑ. Патӑрьел районӗнчи миравай тӳре хайхи тӳре-шарана администратвилӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен Чӑваш Енре хӗрлӗхене (корь) хирӗҫ иммунизаци ирттерӗҫ. Ку юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре ҫак чир сарӑлса пынипе ҫыхӑннӑ. Юлашки виҫӗ уйӑхра ҫӗршывра хӗрлӗхенпе чирленӗ 800 ытла тӗслӗхе палӑртнӑ: Мускавра, Мускав, Чулхула, Владимир, Иваново облаҫӗсенче тата ытти регионта. Вӑл Чӑваш Ене ҫитес хӑрушлӑх та пур. Юлашки хутчен кунашкал чир Чӑваш Ене Мускав облаҫӗнчен лекнӗ. Чӑваш Енре унччен ҫак чирпе чирлемен, прививка туман 18-35 ҫулсенчи ҫынсене прививка иммунизацийӗ тӑвӗҫ. Ҫавӑн пекех хӗрлӗхенпе чирлес хӑрушлӑх пысӑк ҫынсене, 36-55 ҫулсенчисене, тӑвӗҫ: медицина, суту-илӳ, транспорт, социаллӑ, коммуналлӑ тытӑмсенче, вахта мелӗпе ӗҫлекенсене, мигрантсене. Икӗ прививка тӑвӗҫ: вакцинаци тата ревакцинаци. Вӗсен хушши виҫӗ уйӑхран сахал мар пулӗ. Кунсӑр пуҫне наци календарӗпе прививка туман 2-17 ҫулсенчи ачасене иммунизаци тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Амӑшне вӗлернӗПӑтӑрмахсем
![]() «Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма», — тесе пӗр юрӑҫ юрални аса килчӗ ку хура хыпара пӗлсен. Ҫӗрпӳ хулинче пурӑннӑ хӗрарӑм пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилни пирки унӑн 33-ри ывӑлӗ тухтӑрсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Шурӑ халатлисем ухмах мар — хӗрарӑм кӗлетки кӑваккине курнах-тӑр. Кӗҫех ку инкеке тӗпчевҫӗсем тишкерме тытӑннӑ. Судпа медицина экспертизи вӑхӑтӗнче хӗрарӑм хӑй вилӗмӗпе вилменни ҫиеле тухнӑ. Унӑн аяк шӑммисем хуҫӑк пулнӑ, шалти органӗсем сиенленнӗ. Ҫынна ятарласа йывӑр сиен кӳнипе, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, амӑшӗпе ывӑлӗ малтанхи каҫ эрех ӗҫнӗ, унтан тавлашса кайнӑ. Унтан ывӑлӗ тӑван амӑшне хӗнесе пӗтернӗ. Тепӗр кун ирхине хӗрарӑм вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан арҫын лотерейӑра 860 пин тенкӗ выляса илнӗ. Анчах вӑл укҫана илеймен – «ҫывӑрса» юлнӑ. Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл билета кӗркунне туяннӑ, тираж вылявӗ авӑнӑн 9-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Вӑл вара кун пирки манса кайнӑ – ара, ялта ӗҫ нумай вӗт. Билет кайран ӑнсӑртран тупӑннӑ – кӗнеке хушшинчен тухса ӳкнӗ. Ҫавӑн чухне тин арҫын сайта кӗрсе тӗрӗслеме шутланӑ. 860 пин тенкӗ выляса илнӗ иккен! Вӑл билет ҫинче кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ, анчах ӑна кая юлнине пӗлтернӗ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, выляса илнӗ билет хуҫин ҫур ҫулта вырӑна ҫитмелле. Ҫак вӑхӑт иртнӗ пулсан сӑлтавне палӑртса заявлени ҫырма май пур. Арҫын ҫапла тунӑ, анчах лотерея йӗркелӳҫисем унӑн укҫа патне килме чӑрмантаракан сӑлтав пулманнине палӑртнӑ. Арҫын пӗрех парӑнасшӑн мар – юристран пулӑшу ыйтнӑ. Юлашкинчен калани: ку хыпар "Про Город" хаҫатра шӳтлӗ пулнӑ, Кулӑш кунӗпе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Питех те хаваслӑ Муркаш районӗ. Кунсерен тенӗ пек епле те пулин ҫӗнӗ хыпар. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ те ҫавӑн пек пулса тухрӗ. Ҫерла Тӑрри ялӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗпе, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗпе Александр Федотовпа тӗл пулу иртни пирки отчет турӗҫ», — хыпарланӑ Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра. Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Борис Оньков Александр Иванович пурнӑҫ лайӑхланнине палӑртса ача-пӑча ытларах ҫуратма сӗннине пӗлтернӗ. «Камӑн ҫуратмалла? Ялта ватӑсем ҫеҫ! Ӗҫ ҫук! Йӑлари каяша турттарнишӗн мӗнле тӳлемелле?» — шавланӑ иккен вырӑнтисем. Вӗсем ялти ача пахчипе шкула мӗншӗн хупнипе тата ытти ыйтупа кӑсӑкланнӑ. Анчах чуна лӑплантармалли хурав кӗтсе илтеймен иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра каллех транспорт реформи пирки калаҫнӑ. Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, Питӗрти «Авто-Экспресс – 4» перевозчик килӗшӳри пур пункта та пурнӑҫламасть, ҫавӑнпа ӑна пӑрахӑҫлӗҫ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта вӑтам класлӑ автобуссем ҫӳретмелле пулнӑ. Перевозчик ку условие пурнӑҫлайман – пысӑк класлӑ автобуссем ҫула тухнӑ. «Акан 3-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑтлӑх перевозчиксем пӗчӗк класлӑ автобуссемпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Аукцион условийӗсемпе килӗшӳллӗн, «Авто-Экспресс – 4» перевозчик хула хыснине 21 миллион тенкӗ хывнӑ, килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн ӑна тавӑрса памӗҫ», - тенӗ Алексей Ладыков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |