Культура
![]() Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи Паттӑра хисеплесе бюст вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Акатуй вӑхӑтӗнче, халӑха пухса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн. Упи паттӑра 13-14-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн ячӗ юрӑ-кӗвӗре те ҫырӑннӑ. Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр йӗркесене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнех, пӗлет пулӗ. Юрий Сан ҫыравҫӑ, ав, «Упи каҫман ҫырминчен…» роман та ҫырнӑ. Ҫав хайлавшӑн 2013 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗн премийӗпе чысланӑччӗ. Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑр бюстне уҫассипе Владимир Ярухин хастар таврапӗлӳҫӗ, Петр Ухваркин тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин нумай тӑрӑшнӑ. Бюста вӗсем ҫӗртмен 2-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Остановись до переезда!» (чӑв. Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне чарӑн!) акци иртӗ. Ӑна машинӑсем чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханччӑр, чарӑнса тӑччӑр тесе ирттерӗҫ. Акци Лапсар патӗнчи чукун ҫул каҫҫи ҫинче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен иртӗ. Чулхулари чукун ҫулӑн корпоратив службин пайташӗ Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшне Чукун ҫул каҫҫисене тимлӗх уйӑрмалли пӗтӗм тӗнчери кун тесе йышӑннӑ. Капла йышӑнӑва Чукун ҫулӗсен пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗхӗ, Европа союзӗн комиссийӗпе тата Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗпе палӑртнӑ. Водительсене чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух асӑрхануллӑ пулмаллине аса илтерӗҫ. Ятарлӑ памяткӑсемпе стикерсем валеҫсе парӗҫ. |
Культура
![]() Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑваш ансамбльне вырӑссемпе тутарсем, вӑл тӑрӑхра пурӑнакан ытти халӑх пайташӗсем саламланӑ. Тӗмен тӑрӑхӗнчи Анат Тавда районӗнчи Канаш чӑваш ялӗнчи «Тантӑш» чӑваш ансамблӗ 30 ҫул тултарнӑ. Унӑн юбилейӗ ҫу уйӑхӗнчех ҫитнӗ-ха. Уява вара ҫӗртмен 2-мӗшӗнче пухӑннӑ. Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш ансамблӗн юбилейӗ ячӗпе вӑйӑсем вылянӑ, конкурссем ирттернӗ. Тата... пысӑк концерт. Уяв хаваслӑ иртнӗрен хӑнасем те чунтан савӑннӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче вуласа пӗлнӗ тӑрӑх, «Тантӑш» ансамбле 1989 ҫулта йӗркеленӗ. Унта ҫӳреме килӗшнисем пурте пӗр ҫулсенелле пулнӑран «Тантӑш» ят пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл йӗркеллех иртнӗ, ҫапах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Икӗ ҫынна – шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн, тепӗр иккӗшне аудиторие телефонпа кӗнӗшӗн кӑларса янӑ. Вӗсене кӑтартӑвӗсене пӑрахӑҫланӑ, ҫавӑнпа экзамена тепӗр ҫултан ҫеҫ тытайӗҫ. Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенчен пӗтӗмпе 10 ҫынна кӑларса янӑ. Литература экзаменӗнче – 1, математикӑра – 5, вырӑс чӗлхинче 4 ҫын йӗркене пӑхӑнман. Аудиторие кӗриччен пурне те металлодетекторпа тӗрӗслеҫҫӗ. Эппин, хӑшӗ-пӗри телефон епле йӑтса кӗрет-ха? Халӗ пластикран туса кӑларнӑ смартфонсем сутаҫҫӗ, вӗсене детектор тупаймасть. Анчах аудиторире видеосӑнав пур, унта вара телефонпа усӑ курни лайӑх курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсем Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Шупашкара килни пирки пӗлтернӗччӗ. Хӑнасем Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче пулса курнӑ. Вӗсем пушӑ алӑпа килмен – тӗп тухтӑра Пӗрремӗш канал директорӗ Константин Эрнст алӑ пуснӑ 1 миллион тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ. Ку укҫапа пульница валли реанимаци уйрӑмӗ валли икӗ функционаллӑ медицина кравачӗ тата пӗр бинокулярлӑ лупа туянасшӑн. Кунашкал кравать интенсивлӑ терапи валли питӗ кирлӗ. Бинокулярлӑ лупӑпа вара тӗрлӗ тытӑмра усӑ кураҫҫӗ: хирургире, дерматологире, нейрохирургире, офтальмологире, стоматологире. Ку хатӗр ачасене паракан медицина пулӑшӑвне пахалӑхлӑрах тума пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнче «Ҫамрӑксен хули» ҫамрӑксен форумӗ иртет. Кӑҫал вӑл «Буревестник» кану базинче ҫӗртмен 8-13-мӗшӗсенче пулӗ. Хальхинче форумӑн тӗп ыйтӑвӗ – Шупашкар 550 ҫул тултарни. Унта хутшӑнакансем наци проекчӗсене, хулари культурӑна, пултарулӑха пӑхса тухӗҫ. Паянхи кун тӗлне форума хутшӑнмашкӑн 780 ҫынран заявка килнӗ. Кусем – форум вӑхӑтӗнче базӑра пурӑнакансем. Мероприятие хутшӑнакан ытти ҫынсене шута илсен 1500-е ҫитӗ. Палӑртмалла: форума лекес тесен 200 тенкӗ тӳлемелле. Кӑҫал «Ҫамрӑксен хули» форума Ҫамрӑксен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен федераци агентствин ертӳҫи Александр Бугаев килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 90-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫисенчен пӗри, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Леонид Сергеев 90 ҫул тултарнӑ. Леонид Сергеев Муркаш районӗнчи Ҫурлатӑри ялӗнче 1929 ҫулта ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкулта, унтан ҫывӑхри Муркашри вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1945 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтне ҫул тытнӑ. Шкулта та тӑрӑшнӑ, уркаш райӗҫтӑвкомӗн ҫут ӗҫ пайӗн ертӳҫи те пулнӑ. Ҫамрӑклах тӗпчев ӗҫӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Малтанласа муркашсен калаҫӑвне тӗпченӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри ҫумӗнчи аспирантурӑра ӑс пухнӑ. Каярах Азербайджан университетӗнче доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Леонид Сергеевӑн пысӑкран та пысӑк, сумлӑран та сумлӑ ӗҫӗсем нумай. Вӗсенчен пӗри тесе вӑл ҫирӗм ҫула яхӑн ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи диалекчӗсен системи /Диалектологи атласӗ/» тӗпчеве асӑнмалла. Леонид Сергеев паян та Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем мӗн пӗлтереҫҫӗ-ха? Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗччен республикӑра вӑйлӑ ҫумӑрсем пулмӗҫ. Канмалли кунсенче вара каллех шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫимӗк тӗлне вӑйлӑ ҫумӑр килмелле, кайран сивӗтмелле. Ыран тата паян ҫӗрлесерен сивӗрех, 7 градус ӑшӑ, пулӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун кӑнтӑрла сулхӑнра 27-29 градус таран ӑшӑтӗ. Эрнекун ҫанталӑк кӑшт уҫӑлӗ. Анчах канмалли кунсене каллех шӑрӑх килӗ. Эппин, утӑ ҫулса типӗтмелли лайӑх тапхӑр пуҫланать. Ку эрнере ҫулсан ҫумӑрсем пуҫланиччен типӗтсе кӗртетӗрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансен интереслӗ те кӑткӑс ыйтӑвӗсене «Что? Где? Когда?» (чӑв. «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?») кӑларӑмра илтме пулать. Хальхинче Евгений Сергеев хӑйӗн ыйтӑвне ярса панӑ. Анчах вӑл унта хутшӑнакансене выляса илеймен. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, эфира тухнӑ кӑларӑмра ҫиччӗмӗш раундра Чӑваш Ен ҫыннин ыйтӑвӗ янӑранӑ. Вӑл ҫапларах пулнӑ: «Кин Хаббарад мӗн пирки каланӑ: 10 ҫынран 9-шӗ унсӑр калаҫу пуҫараймаҫҫӗ». Ку ыйтӑва Борис Левин хуравланӑ. Вӑл тӳрех акӑлчан юморисчӗ тата карикатурисчӗ мӗн пирки каланине тавҫӑрнӑ: ҫанталӑк ҫинчен. Ку хурав тӗрӗс пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫитес ӗҫ эрни кӗскелӗ. Кун пирки Роструд аса илтерет. Раҫҫейре пурӑнакансем ытларах канӗҫ. Ку Раҫҫей кунне уявланипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ юнкуна лекет. Ҫавна май ҫак кун кантарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртме уйӑхӗнчи ӗҫ кунне те кӗскетӗҫ – ҫынсем 1 сехет маларах киле кайӗҫ. «Раҫҫей хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, ку уйӑхра ҫынсен пӗтӗмпе 19 кун ӗҫлемелле пулӗ. 11 кун вара, Раҫҫей кунӗнчи канмаллине шута илсе, канӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |