Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Енрен ҫӗнӗ ӗҫе куҫарнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 05.10.2019 11:29 | 307 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ ҫынна ҫӗнӗ ӗҫе куҫарнӑ. Сӑмах Анатолий Митин пирки пырать. Халӗ вӑл РСКӗн (Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн) Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт управленийӗнче ертӳҫӗ пулса ӗҫлӗ.

Анатолий Митинпа коллектива тата регионти ведомствӑсен ертӳҫисене паллаштарнӑ ӗнтӗ. Маларах унта Александр Полтинин ертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ. 2011 ҫултанпа Александр Полтинин РФ Следстви комитечӗн транспорт енӗпе ӗҫлекен Атӑлҫи следстви управленине ертсе пынӑ. Александр Полтинин Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнчи сумлӑ должноҫе 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йышӑннӑ. Ведомствӑна маларах ертсе пынӑ Александр Мигушов Мари Элта ӗҫлет.

#тӳре-шара, #тӗпчевҫӗсем, #хушусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Прокуратура ҫул-йӗр инспекторӗсен ӗҫне хак парӗ
2019, 07, 26
Строймин ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ
2019, 08, 09
Министр ҫумӗ пулма Гурьева шаннӑ
2019, 08, 15
Директор юриста шалу тӳлемен
2019, 08, 29
Ҫар комиссариачӗн юбилейне хатӗрленеҫҫӗ
2019, 09, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org