Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗрин ертӳҫи хӑйӗн ӗҫченӗ пулнӑ ҫынна шалу тӳлемен. Парӑм чылайранпа татӑлман енне ку пӑтӑрмах РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленинех ҫитнӗ. Директор тӗлӗшпе унта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалӑва пуҫлӑх 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӳлемесӗр пурӑннӑ. Ҫав хушӑра юрист умӗнчи парӑм 310 тенкӗрен иртнӗ.
Халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче РФ Пуҫиле кодексӗнче улшӑнусем пулса иртнине аса илтереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн шалӑва тата унпа вӑхӑтра татӑлманшӑн пухӑннӑ компенсацие икӗ уйӑхра тӳлесен ӗҫе чарса лартма юрать.