Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче саккуна ҫирӗп пӑхӑнакан ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакна пӑтӑрмахлаистори ҫирӗплетсе парать темелле. 27 ҫулти арҫын министерствӑра ӗҫлекен пӗр хӗрарӑма сӗтев парас тенӗ. 200 пин тенке вӑл 55 ҫулти паллаканӗ пулӑшнипе тыттарма хӑтланнӑ. Министерствӑра ӗҫлекен хӗрарӑмӑн хайхине пассажирсене муниципалитетсем хушшинчи турттаракана палӑртмалли уҫӑ конкурсра ҫӗнтерме пулӑшмалла пулнӑ. Хӑйне сӗтев сӗннине хӗрарӑм министерствӑри хӑйӗн пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ, унтисем — право хуралҫисене. Сӗтев сӗннӗшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн статйисемпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |