Республикӑра
![]() Чӑваш Ен тӗп хулинче ҫуралнӑ Евгения Леванова тӗнче чемпионки ята пилӗкмӗш хут тивӗҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пулас журналистсемпе тӗл пулнӑ. Ҫамрӑксем унран ӳлӗмрен, спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн, кам пулас килни пирки ыйтнӑ. Евгения аслӑ шкулта вӗренме, спорт журналисчӗ пулма ӗмӗтленет. Евгения ашшӗ-амӑшӗ, Екатерина Леонидовна тата Анатолий Юрьевич, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Чемпионкӑн кукашшӗ Леонид Георгиевич Ефремов (1948—2016 ҫҫ.) Чӑваш патшалӑх университетӗнче проректор пулса 26 ҫул ӗҫленӗ. Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, профессор пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |