Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Чӑваш хӗрне Дагестан пуҫлӑхӗ пысӑк наградӑпа чысланӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Галина Никитина 28.09.2019 08:39 | 237 хут пӑхнӑ
Спорт

Казахстанра ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта 79 ҫӗршывран 520 спортсмен хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче Дагестанран 7-ӗн пулнӑ.

Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗл ернӗ тӑрӑх, ҫиччӗшӗ те медальпе таврӑннӑ. Ылтӑн ҫӗнсе илнӗ А.Садулаев, Г.Рашидов, З.Угуевпа пӗрле И.Тражукова пъедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма пултарнӑ.

«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш хӗрӗ Инна Тражукова юлашки икӗ ҫул Дагестан командишӗн кӗрешет.

Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ спортсменсене Дагестан пуҫлӑхӗ Владимир Васильев саламланӑ. Вӑл кӗрешӳҫӗсене ҫӳллӗ шайри ӑмӑртура тӗнчери чи лайӑх результатсем кӑтартнӑшӑн мухтанӑ. Физкультурӑпа спорта аталантарнӑшӑн тата спортри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Дагестан Пуҫлӑхӗ спортсменсемпе тренерсене патшалӑх наградисем панӑ.

Инна Тражукова «Дагестан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.

#спорт, #чӑвашлӑх, #ентешсем, #Казахстан, #Дагестан, #спортсменсем, #ҫамрӑксем

ch
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-78974186_3423
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫамрӑксем авалхи йӑласене кӑтартӗҫ
2019, 06, 06
Чӑваш Ен пики Варнӑра ылтӑн медале тивӗҫнӗ
2019, 07, 03
Чӑваш Ен спортсменки Таллинта медале тивӗҫнӗ
2019, 08, 19
Чӑваш Ен студентки Узбекистанра медале тивӗҫнӗ
2019, 08, 21
Шупашкар пики Страсбургра ылтӑн медале тивӗҫнӗ
2019, 08, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org