Спорт
![]() Чӑваш Ен Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен Алина Алексеева мас-рестлинг енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче бронза медале тивӗҫнӗ. Спортсменсем Узбекистанри Алмалык хулинче ҫурла уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче ӑмӑртнӑ. Унта 200 ытла спорстмен хутшӑннӑ. Вӗсем Азербайджанран, Бангладешран, Болгаринчен, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Литваран, Пакистанран, Словакинчен, Узбекистанран, Украинӑран, Финляндинчен тата ытти ҫӗршывран пырса ҫитнӗ. Алина Алексеева Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Алексей Атласкин патӗнче пултарулӑха туптать. Узбекистанри ӑмӑртура хӗр 75 килограмчченхи виҫере вӑй виҫнӗ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче вӑл мас-рестлинг енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрне хутшӑнӗ. Ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |