Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн специалисчӗсем «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен транспорт ӗҫ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Халӑха турттаракан транспорт епле ӗҫленине пахаланӑ май миҫе минутра пӗрре хутланине, маршрут ҫинче миҫе машина пуррине шутланӑ. Палӑртнӑ интервала пӑхӑнмасть иккен транспорт. Маршрут ҫинче транспорт шучӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа пассажирсен ир-каҫ пушшех нушаланма тивет. Пӗрре — вӑрах кӗтнипе, тепре — салон лӑк туллипе. Тепӗр чарӑнусенче транспорт чарӑнмасӑр иртсе кайнишӗн те ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ. Маршрут хуҫисемпе кӑлтӑка сӳтсе явма республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ятарлӑ канашлу ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |