Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула юсани чылай ҫыншӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ара, тавран ҫаврӑнса ҫӳреме тивет-ҫке-ха. Аса илтерер: реконструкци авӑн уйӑхӗнче пуҫланнӑ.
Ҫак кунсенче комисси ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ. Унта Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫитнӗ. «Иккӗленӳ ҫук: машинсене ку ҫулпа ҫулталӑк вӗҫлениччен ярӑпӑр», - тенӗ сити-менеджер.
2020 ҫулта Ашмарин урамӗнчен пуҫласа Канаш ҫулӗ таран юсӗҫ. Унта полосасен шутне ултта ҫитересшӗн, магистральпе ҫумӑн тротуар тӑвӗҫ, ҫутӑсем лартӗҫ, светофор тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем пулӗҫ.