Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хут уйӑрттарса пӗрлешме юрамӗ. Ҫапах, республикӑри юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗрине ҫырӑнма ирӗк парӗҫ. Анчах уява хӑнасене чӗнме юрамӗ.
ЗАГСа хӑнасемсӗр каяс килмесен уява каярах куҫарма тивӗ. Хӑш куна куҫарасси пирки кайран ЗАГС ӗҫченӗсем шӑнкӑравласа пӗлтерӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен уйрӑлма та юрамӗ. Акан 3-мӗшӗччен панӑ заявленисене уйрӑм йӗркепе пӑхса тухӗҫ. Документсене илме вара чӗнсе илӗҫ.
Аса илтерер: ку йӗркесене вӑхӑтлӑха тӗнчере кӑшӑлвирус сарӑлнине кура йышӑннӑ.