Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Илларионов Иосиф Кузьмич

Илларионов Иосиф Кузьмич — пӗрремӗш чӑваш геологӗ, геологипе минералоги ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1942), доцент (1949). 1898 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Пурнӑҫӗ

1930 ҫулта вӑл Мускав патшалӑх университечӗн геологи факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1931–1933 ҫулсенче Чулхулара геологи тытӑмӗнче вӑй хунӑ, аслӑ геолог ӗҫне туса пынӑ. 1933 ҫулта Шупашкара таврӑннӑ, кунта ӑна Чӑваш ӑслӑлахпа тӗпчев институчӗн геологи пайӗн заведующине лартнӑ.

1935 ҫултанпа вӑл вӗрентӳ ӗҫне кӳленнӗ — малтан Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (1935–1947), каярах Тамбоври патшалӑх педагогика институтӗнче (1947–1953), малалла Воронежри патшалӑх университетӗнче (1953–1959) вӗрентнӗ. Халӑх хуҫӑлӑхӗ валли ӑстасем хатӗрлес тӗлӗшпе вӑл пурӗ 24 ҫул тӑрашнӑ.

Ӗҫӗсем

Иосиф Кузьмич Чӑваш тӑрӑхӗн геологилле тытӑмне тӗпчес ӗҫре самай вӑй хунӑ — ҫӗр айӗнчи мӗнле пурлӑх пуррине тупса палӑртнӑ. Вӑрмарпа Куславкка районӗсенче вӑл тӑрӑшнипе акшар чулӗ, доломит пуррине пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫпе Ҫӗнӗ Эйпеҫ тӑрӑхӗнче трепел шыраса тупнӑ.

Шупашкар ГЭСне хӑпартма шут тытнӑ вахӑтра та унӑн тӳпи пӗчӗк мар — пӗвелеме юрӑхлӑ вырӑн тупас тӗлӗшпе вӑл Атӑлӑн Сӑрпа Сӗве хушшинчи тӑрӑха тӗпченӗ, инженерипе геологи тӗлӗшӗнчен хак панӑ.

Иосиф Илларионов пурӗ 4 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑслӑлӑх ӗҫӗсен шучӗ вара питӗ нумай ҫырнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-05-09 11:51:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5223 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем