Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Хура тула халӗ те саппаслӑх туянаҫҫӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 24.03.2020 19:27 | 286 хут пӑхнӑ
Республикӑра
sb.by сйтри сӑн
sb.by сйтри сӑн

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре ҫынсем лавккасенче черет тӑрсах сахӑр, хура тул тата туалет хучӗ туянни пирки илтмен ҫын юлмарӗ пулӗ. Ку мӗнпе ҫыххӑннӑ? Татса калама ҫук.

Кун хыҫҫӑн тӳре-шара лавккасене тӗрӗслеме тухнӑ. Ҫынсем кӗпӗрленсех туяннӑ хыҫҫӑн хаксем хӑпарман-и? ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе федераци сечӗсем таварсене кашни кун илсе килме тытӑннӑ. Ҫавна май лавккасем халӗ йӗркеллех ӗҫлеме тытӑнмалла, тавар ҫителӗклӗ пулмалла.

Ӗнерхи тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ те ҫынсем хура тул кӗрпи нумай туянаҫҫӗ. Эппин, хӑшӗ-пӗри халӗ те саппаслӑх туянать. Тӳре-шара пӑшӑрханмалла маррине пӗлтерет: сентресем туллиех пулӗҫ, тавар ҫителӗклӗ.

#Элтепер, #хаксем, #лавккасем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63328
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш танкисчӗн хӗрӗ Тӑвай районӗнчи тӑванӗсене аса илнӗ
2019, 05, 07
Светлана Ананьева каллех Элтепере пулӑшать
2019, 07, 05
Чӑваш Енре ҫӗрулми хакӗ — чи пӗчӗкки
2019, 10, 14
102 ҫулти кинемей Правительство ҫуртӗнче пулса курнӑ
2020, 03, 22
Пушмак хывмалли хатӗр коронавирус сарӑласран сыхлать
2020, 03, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org