Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем туберкулез пирки мӗн пӗлнине ӑнланас тесе ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтерет. Ыйтӑма республикӑн медицина порталӗнче «Здоровая Чувашия» (чӑв. Сывӑ Чӑваш Ен)(www.med.cap.ru) йӗркеленӗ. Вӑл пуш уйӑхӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗччен пынӑ. Социологи тӗпчевне 759 ҫын хутшӑннӑ, ҫав шутран 36,1 проценчӗ — арҫынсем, 63,9 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Анкета ыйтӑвӗсене хуравлани тӑрӑх хакласан, ҫынсен 96,4 проценчӗ туберкулез инфекци чирӗ пулнине пӗлет. Ыйтӑва хуравланӑ чухне 2,2 проценчӗ аптӑранӑ, 1,1 проценчӗ ку амак ашшӗ-амӑшӗнчен ачисене куҫать тесе хуравланӑ. Чирӗн тӗп паллисен шутне ӳслӗке, тарланине тата начарланнине кӗртекенсем йышлӑн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ЗАГС органӗсем пирӗн тӑрӑхри ашшӗ-амӑшӗ ытларах суйлакан ятсене тишкернӗ. Кунта сӑмах кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ят хуни пирки пырать. Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ывӑлсем валли Артем, Александр, Максим, Иван, Михаил, хӗрсем валли София (Софья), Мария, Анастасия, Дарья, Анна тенисене час-часах суйланӑ. Сайра тӗл пулакан ятсене кӑмӑллакансем те пур. Ывӑлсене ун пеккисем Панкратий, Милан, Рамиль, Добрыня, Ян, Климент, Теодор тесе чӗннине юратаҫҫӗ, хӗрсене – Доминика, Зарина, Юлиана, Аглая, Стефания, Мадина, Кристина-Наталия. Макар, Матвей, Тимофей, Назар, Мирон, Захар, Гаврил, Степан, Семён, Варвара, Василиса, Таисия, Аксинья, Пелагея тата Матрона авалхи ятсене хуракансем те пур. Чӑваш ячӗсене вара асӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Улатӑрти халӑх ташӑ ансамблӗ 45 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Паян коллектива Ирина Хромченко ертсе пырать. Ушкӑн хулари тӗрлӗ мероприятие ҫеҫ мар, республикӑри тата Раҫҫейри конкурссене пӗр вӗҫӗм хутшӑнать. Улатӑрти культура ҫуртӗнчи ытти ушкӑнпа та туслӑ ҫыхӑну тытать. Улатӑр хулин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ташӑ ушкӑнӗн 45 ҫулхине вырӑнта пурӑнакансем йышлӑн пухӑннӑ. Унтисем ку ушкӑна пӗлмен ҫын та ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ. Коллектива саламлама хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов та ҫитнӗ. Вӑл ушкӑна пысӑка хурса хакланӑ, ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарнӑ. Пуҫлӑх ансамбль ертӳҫисене ҫамрӑксене ташӑ ӳнерӗпе туслаштарнӑшӑн тав тунӑ. Ушкӑна Юрий Боголюбов ташӑ тумӗ парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Совет салтакӗ Николай Лукич Лукин Вӑрнар районӗнчи Уравӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Анчах телейлӗ пурнӑҫпа киленме пӳрмен ӑна – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта илсе кайнӑ. Шел, чӑваш каччин ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ – вӑл Ржев хули ҫывӑхӗнче пуҫ хунӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче шырав отрячӗн хастарӗсем унӑн виллин юлашкисене тупнӑ. Гильза ӑшне пытарнӑ хут татӑкӗ ҫине ҫырнине вуласан салтакӑн ятне-шывне, вӑл ӑҫтан пулнине палӑртнӑ. Салтакӑн тӑванӗ Тверь облаҫӗнче пулнӑ, шӑпах ҫавӑн чухне Николай Лукинӑн виллин юлашкине ӑна панӑ. Салтакӑн упранса юлнӑ ӳтне тӑван тӑрӑхне илсе килнӗ ӗнтӗ. Ӑна тӑван ялӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чыс туса пытарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Олеся Моисеева Чӑваш Енри спортсменкӑна Олеся Моисеевӑна Пӗтӗм Раҫҫейри допинга хирӗҫ кӗрешмелли правилӑсен 2.1 пунктне пӑснӑшӑн дисквалификациленӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа ӑмӑртусене тӑватӑ ҫул хутшӑнаймӗ. Ҫапла йышӑннӑ Пӗтӗм Раҫҫейри ишесси енӗпе ӗҫлекен федераци. Спортсменкӑн проби ҫинче усӑ курма юраман субстанци, унӑн метаболичӗсемпе маркерӗсене тупнӑ. Палӑртмалла: Олеся Моисеева Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен ишесси енӗпе 9-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать, Чӑваш Ен чысне ӑмӑртусенче хӳтӗлет. Спортсменка пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пӗрремӗш хут пурнӑҫланӑ, 1500 метра 17.03,86 минутра ишсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакансем каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата та пӗлтернӗ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тислӗк шӑршине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил илсе килет. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче шӑршӑ кӗрет. Вӑл хушӑран питӗ вӑйлӑ, ҫил вӗрсен туйӑнать», - каласа кӑтартнӑ Евгений хаҫат ӗҫченӗсене. Палӑртса хӑварар: ҫулсеренех ҫулла ҫынсем хулара лайӑх мар шӑршӑ кӗнине туяҫҫӗ. Пӗлтӗр Роспотребнадзор ҫӑхав нумай килнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев те ирттернӗ, вырӑнти чӑх-чӗп хапрӑкӗ санитари нормисене пӑснине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енре асар-писер ҫанталӑк хуҫаланнӑ: ҫил вӑйланнӑ, хӑш-пӗр районта ҫумӑрпа пӗрле юр та ҫунӑ. Ӗнер ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула 13 муниципалитетра 34 ялти хӑш-пӗр ҫурт ҫутӑсӑр юлнӑ. Пӗтӗмпе 9 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Кунсӑр пуҫне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 33 объект шар курнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, электричество линине йӗркене кӗртнӗ, ҫынсен килӗсенче халӗ ҫутӑ пур. Вӑйлӑ ҫиле пула сиксе тухнӑ пӑтӑрмаха сирес тесе 87 ҫын, 27 техника ӗҫленӗ. Ҫав кунах, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫынсен килӗсене ҫутӑ панӑ. Лару-тӑрӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӑнаса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри профсоюзсем малашне професси кунне палӑртма тытӑнӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва республикӑн Элтеперӗ паян, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута, (ӑна «О Дне профсоюзов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикинчи профсоюзсен кунӗ) тенӗ) Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗне вырнаҫтарнӑ. Хушу йышӑннине саккунсен ярӑмӗнче ҫеҫ мар, хыпарсен колонкинче те курӑнмалла вырӑнта пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ датӑна палӑртни профсоюзсем ҫынсен ӗҫри правине хӳтӗлессине ӳстерессе, социаллӑ ыйтусемпе килӗштерсе ӗҫлессине лайӑхлатасса, Чӑваш Енри тӑнӑҫлӑха витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтеперӗн хушӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, профсоюзсен професси кунне ҫулсерен авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерстви чӑвашла ҫыракан авторсен ал ҫырӑвӗсене конкурса йышӑнма тытӑнӗ. Ҫулсерен иртекен пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ пирки ведомство иртнӗ уйӑхӑн 11-мӗшӗнчех пӗлтернӗччӗ. Кӗҫех документсене йышӑнма пуҫлӗҫ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусене ҫак уйӑхӑн 15--мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ таран пухӗҫ. Вӗсене Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинчи 2-мӗш пӳлӗме (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) кӗртсе памалла. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтӗмлетмелле. Ал ҫырусене виҫӗ номинаципе хаклӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли чи лайӑх хайлав ҫырнӑ автора 50 пин тенкӗ преми лекӗ, вӑтам шкул ҫулӗнчисем тата аслӑ шкул ҫулсенчисем валли ҫырнишӗн — 75 пиншер тенкӗ пӗрер преми. Ҫапла вара виҫӗ автора пурӗ виҫӗ преми тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кӑҫал ялсенче пурӑнакан 116 ҫын пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатӗ. Ҫак тӗллевпе, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хыснаран 114,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫурт-йӗр тумашкӑн е хваттер туянмашкӑн паракан социаллӑ тӳлеве чи малтанах ялта пурӑнакан е ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсем тивӗҫӗҫ. Яла пурӑнма куҫакан, унта ӗҫлеме пуҫлакан ҫынсем те ҫак пулӑшӑва тивӗҫме пултараҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр кунашкал пулӑшупа 6,68 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр тунӑ, 40 ҫын пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ. Вӗсен йышӗнче 24-шӗ – агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсем, 6-шӗ – медик, 7-шӗ – вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, 3-шӗ – вӑй-хал культурипе спорт, культура тытӑмӗн ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |