Паян Шупашкар районӗнчи Атӑльял тӗлӗнчи «Три дуба» (чӑв. Виҫӗ юман) дачӑсен юлташлӑхӗ тӗлӗнче чутах пысӑк инкек пулса иртмен. Унта катер путма пуҫланӑ. Усал хыпара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
«Амур» катер ҫинче аслисем тӑватӑ ҫын тата икӗ ача (ҫичӗ ҫулти арҫын ачапа виҫӗ ҫулти хӗрача) пулнӑ. Катер пӑрӑннӑ чухне чалӑшса кайнӑ.
Путма пуҫланӑ катер ҫинчи ҫынсем патне ҫӑлавҫӑсем васкаса ҫитнӗ.
Катер ҫинче 72 ҫулхи хӗрарӑм та пулнӑ. Пӑлханса ӳкнӗскере тухтӑрсен пулӑшма тивнӗ.
Катер ҫинчи пӗр ҫын та путман. Кашниех таса та сывӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем улттӑшне те ҫыран хӗрне кӑларнӑ.