Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре общество транспортӗнче маска тӑхӑннине тӗрӗслеме пӑрахман ҫеҫ мар, малашне те рейдсем иртӗҫ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче каланӑ. Общество транспортне дезинфекцилессишӗн, ӗҫлекенсене маскӑпа тивӗҫтерессишӗн, вӗсем ҫав йӗркене пӑхӑннине тӗрӗслессишӗн пассажирсене турттаракан организацисен хуҫисемпе уйрӑм усламҫӑсем яваплӑ. Пассажирсем маскӑпа пулнине те вӗсенех тӗрӗслемелле. Маскӑсӑр пассажира транспорта лартмасан та пултараҫҫӗ. Чӑваш Ен ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫлас тӗллевпе республикӑн Транспорт министерствин тата Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем тӑтӑшах рейд ирттернине ӗнентереҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе протоколсем ҫырнине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче штрафсен виҫине аса илтернӗ. Уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран явап тыттарма юрать, должноҫри ҫынсене – 10 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран, усламҫӑсене – 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене – 100 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |