Ҫул-йӗр
![]() Васкакан вакка сикнӗ теҫҫӗ. Шупашкарти строительство организацийӗ Воробьев композиторсен урамӗнчи ҫурта те васкаса юсанӑ, те вӑхӑтлӑха каять тесе шухӑшланӑ. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен йӗркене кӗртеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул пахалӑхне лаборатори тӗпчевӗ ирттерсе тӗрӗсленӗ, япӑх юсани палӑрнӑ. Ҫула «Автодор» тулли мар яваплӑ общество юсанӑ. Халӗ вӑл ҫиелти сие илме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен унӑн мӗнпур кӑлтӑка пӗтермелле. «Япӑх юсанин сӑлтавне тӗрлӗрен ӑнлантарма пулать. Анчах ҫула эпир унпа чылай вӑхӑт кӑлтӑксӑр усӑ курма май килтӗр юсатпӑр. Кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтермелле», — хушнӑ хулан сити-менеджерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |