Чӑваш Ен Ӗҫ министерствинче республикӑри предприяти-организацисем шалу епле тӳленине тишкернӗ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне парӑм 103,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак цифрӑна ЧР Ӗҫ министерстви республикӑн тепӗр ведомстви — Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ — пӗлтернине тӗпе хурса хыпарланӑ.
103,4 миллион тенкӗ парӑма республикӑри 28 организаци 2227 ҫын умӗнче пухса тултарнӑ.
Шалу парӑмӗ тесен каллех «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятие аса илнӗ. Унта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 728 ҫын умӗнче 91,5 миллион тенкӗ парӑм шутланса тӑнӑ. 2018 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсемшӗн парӑма таткаланӑ-ха. Ун валли республикӑн Резерв фондӗнчен самай укҫа уйӑрнӑччӗ.
ЧР Ӗҫ министерстви шалу парӑмне таттарассишӗн республикӑра тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернине ӗнентерет.