Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсӗ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне хатӗрленӗ иккен. Ведомство ӑна нормативпа право акчӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ӗҫлӗ хута ӑнлантарса паракан хута та хатӗрленӗ республикӑн Финанс министерстви. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫине юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 4,3 процент ӳстермелле.
Тӑкаксене республика хыснинчен саплаштарӗҫ.
Хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ку хыпар хаваслантармалла. Анчах тепӗр чухне оклад ӳстернӗ хыҫҫӑнах ытти тӳлеве тӗрлӗ сӑлтав тупса касса илни вӑрттӑнлӑх мар. Хальхинче епле пулассине татса калама хальлӗхе иртерех. Мӗнех, пурӑнсан курӑнӗ.