Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче ҫав ҫыннӑн ячӗпе хушматне те кӑтартнӑ-ха. Суд приговорӗ пулман та, ята кӑтартни кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен илемлех мар тесе эпир ҫапах та асӑнмӑпӑр) тӗлӗшпе пуҫиле тепӗр икӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Депутат «Победа» строительство фирмин ертӳҫи пулнӑ чухне укҫана айккинелле ӑсатнӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем патне материалсене Шупашкар хулин Калинин районӗнчи прокуратури, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ тата ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗ ҫитернӗ.
Экс-пуҫлӑх предприятин ҫӗрне сутнӑҫи тунӑ. Ӑна вӑл хӑйне пӑхӑнакан организаци ҫине куҫарнӑ.
Ҫак ҫын тӗлӗшпе маларах та пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ун чухне — улталанӑ тесе. Халӗ мӗнпур ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ, тӗпчев малалла пырать.