Чӑваш Енре пурӑнакансем «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Черетлӗ ушкӑн авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен канӗ. 18 кунлӑх курссшӑн вӗсен пӗр пус та тӳлемелле мар.
«Вега» центрта тӳлевсӗр канма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсен, ӗҫ ветеранӗсен, политика репрессине лексе реабилитаци витӗр тухнисен, сусӑрсен, ватлӑхпа пенси илекенсен ирӗк пур. Анчах икӗ ҫулта пӗрре.
Путевка илес тесен Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра каймалла. Унта вӗсен заявлени ҫырмалла, паспорт копине илсе каймалла. Тухтӑрсем сывлӑх ҫинчен калакан панӑ справка, ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма ирӗк паракан документ, медицина страхованийӗн полисӗ кирлӗ.
Черет ҫитсен ветерансене «Вега» центра ярӗҫ.